![](http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/wp-content/uploads/2024/04/5211111677850934298_121.jpg)
Мускаври О.Е.Кутафин ячĕллĕ патшалăх юридици университечĕ право предмечĕпе йĕркеленĕ олимпиадăн юлашки тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.
Ăслăлăх конкурсне хутшăнма 8-11 классенче вĕренекенсенчен çĕршывĕпе 3500 заявка тăратнă. Тĕп тапхăра экспертсем 1033-шне суйласа илнĕ. Телейлисен йышне Елчĕкри вăтам шкулта 8 «б» класра пĕлỹ илекен Юлия Карпова та кĕме пултарнă — олимпиадăн Мускаври куçăмлă форматне хутшăнма тивĕçнĕ. Унта вăл, 46 тупăшуçăна хыçа хăварса, çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.
Юльăпа пĕрле унăн ертỹçине — Рена Макарова педагога та саламлатпăр.