Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ майĕпен цифрăна куçать. Кун пирки ЧР Информаципе аналитика медицина центрĕн директорĕ Светлана Ананьева пĕлтернĕ.
Сăмахран, патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тухтăр патне çырăнассипе пирĕн регион малтисен йышĕнче. Республикăри ФАПсем телемедицинăпа анлă усă курни те çĕнĕлĕх мар. Çак мел чылай ыйтăва вырăнта татса пама пулăшать. 2023 çулта аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакан 5 пин пациент специалистсенчен дистанци мелĕпе консультаци илнĕ. «ЕГИСЗ» проект пулăшнипе цифра медицина сервисĕпе 422 пин çын усă курнă. Пĕлтĕр ун урлă çынсем патне 28 миллион документ çитернĕ.