Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тариф улшăнмасть

Тариф улшăнмасть

Хытă каяш çаврăнăшне республикăра 2018 çултанпа «Чăваш Ен ситиматикĕ» общество йĕркелет: пурăнмалли вырăнсенчен полигона турттарать, уйăрать, сиенсĕрлетет, çĕртме вырнаçтарать.

Раççей Правительстви 2023 çулхи çурла уйăхĕнче çĕршывра коммуналлă хытă каяш пухмалли норматива шутласа çирĕплетмелли йĕркене улăштарнăран ЧР Строительство министерстви 2017 çулта йышăннă «Чăваш Республикинче коммуналлă хытă каяш пухмалли норматива çирĕплетесси çинчен» хушу вăйран тухнă. Федераци шайĕнче йышăннă документпа килĕшỹллĕн республикăра çĕнĕ норматив çирĕплетес ыйту тухса тăнă.

— 2024 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче министерство вăхăтлăх норматив йышăнчĕ, çынсем пурăнакан вырăнсенчи контейнерсене йăлара усă курнă хытă каяш мĕн чухлĕ кăларса тăкнине çĕнĕрен тĕпчесе çĕнĕ норматив çирĕплетиччен унпа усă курăпăр, вăл 2025 çулхи чỹк уйăхĕн 3-мĕшĕччен вăйра тăрĕ, — тенĕ çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов республикăн Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви тата Конкуренци политикипе тарифсен служби иртнĕ кунсенче журналистсемпе ирттернĕ брифингра. — ЧР Правительстви вăхăтлăх нормативпа килĕшỹллĕн ялсенчи уйрăм çуртсенче пурăнакан кашни çын пуçне малашне уйăхсерен 60,67 тенкĕ (халĕ 57,23) тỹлемеллине шута илсе иртнĕ кунсенче «Чăваш Республикинче коммуналлă хытă каяш çаврăнăшне йĕркелес енĕпе çăмăллăхлă тарифсем çинчен» саккун проектне улшăну кĕртме пуçару турĕ. Вăл ялта уйрăм çуртра яланах е ытларах пурăнакан çынсемшĕн çăмăллăхлă тариф туса парĕ. Çав мерăна пула вĕсем малашне те уйăхсерен кашни çын пуçне 57,23 пус тỹлĕç. Çак тариф сыхланса юлассине ЧР конкуренци политикин тата тарифсен службин ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Егоров та çирĕплетнĕ.

Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви вăхăтлăх норматива вăя кĕртнĕ май çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче каяш çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕпе усă куракансен тỹлевĕн дифференциацийĕ потребительсен категорийĕ (ялти тата хулари) тĕлĕшпе улшăнĕ. Кăçалхи утă уйăхĕнчен тытăнса кашни çыншăн уйăхсерен нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакана — 52 тенкĕ те 2 пус, уйрăм çуртра пурăнакана 60 тенкĕ те 67 пус тỹлеттерме тытăнĕç. Иккĕмĕш çур çулта пулăшу ĕçĕшĕн ялти тата хулари нумай хваттерлĕ тата хуласенчи уйрăм çуртсенче пурăнакансен хальхинчен сахалтарах тỹлемелле пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code