Воскресенье, 7 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парăмсене шыраса илет

Парăмсене шыраса илет

«Чăваш Енри Ситиматик» каяшсене турттарса тухнăшăн тỹлемелли парăмсене шыраса илмелли мерăсене çирĕплетет.

«Чăваш Енри Ситиматик» общество коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлемелли пулăшусемшĕн тỹлемелли парăмсене шыраса илес енĕпе çине тăрать. Çулталăк пуçланнăранпа регионти оператор Чăваш Республикинчи мĕн пур муниципалитет округĕнчи суд органĕсене 45 миллион ытла тенкĕлĕх парăмсене шыраса илме заявленисем панă. Суд урлă шыраса илес умĕн компани парăмлă çынсемпе информаципе ăнлантару ĕçне ирттерет, тỹлеме ыйтса çырусем çырать.

Суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли хутсене ирĕксĕрлесе пурнăçламашкăн суд приставĕсен округсенчи пайĕсене параççĕ. Парăма ирĕксĕрлесе шыраса илесси парăмçăсен пурлăхне (çав шутра укçа, тỹлев шучĕсем, пурăнмалли çурт-йĕрти пурлăх) арестленипе, унтан арестленĕ пурлăха туртса илнипе тата сутнипе, çавăн пекех федерацин суд йышăнăвĕсене пурнăçласси çинчен калакан саккунĕнче палăртнă чарусемпе, çав шутра Раççей Федерацийĕнчен тухма чарнипе, пурлăхпа çыхăннă регистраци ĕçĕсене пурнăçлама чарнипе çыхăннă.

Унсăр пуçне, суд урлă шыраса илнĕ тĕслĕхсенче пулăшу ĕçĕшĕн пухăннă парăм суд тăкакĕсене тỹлемелли виçелĕх пысăкланать. Çав шутра — патшалăх пошлини, регион операторĕн суд ларăвĕ иртнĕ вырăна çитессипе çыхăннă транспорт тăкакĕсем, суд йышăнăвне пурнăçламалли сбор.

Парăма ирĕксĕрлесе шыраса илнин кăмăлсăр саманчĕсенчен сыхланмашкăн «Чăваш Енри Ситиматик» регион операторĕ Чăваш Республикинче пурăнакансене коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлес тĕлĕшпе яваплă пулма сĕнет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code