Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Каллех призерта

Каллех призерта

Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче республикăри çемье командисен ГТО фестивалĕ иртнĕ.


Вунă команда (ашшĕ, амăшĕ, 8-11 çулхи ача, аслашшĕ е асламăшĕ) пĕтĕмпе 9 дисциплинăра вăй виçнĕ. Елчĕк округĕн чысне хỹтĕленĕ Портновсем — Денис, Елена, Артур тата Владимир Павлович çивĕч кĕрешỹре 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Уйрăм зачетра — пурте иккĕмĕш. Портновсем Çĕрпỹре иртнĕ «Спорт çĕрĕ» марафон финалĕнче вара — 1 мĕш пулнă!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code