Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Программа ăнăçлă пурнăçланать

Программа ăнăçлă пурнăçланать

ЧР Министрсен Кабинечĕн халăх ипотека кредичĕпе усă курассине пырса тивекен йышăнăвне улшăнусем кĕртме палăртнă. Вĕсен шутĕнче — федерацин территори органĕсен, ятарлă çар операцине хутшăннăскерсен, çемйисене те çăмăллăхлă ипотека илме пултаракансен шутне кĕртни. Сăмах май, кăçал çак ипотека валли 530 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă, çав шутра 228,1 миллион тенкĕ — федераци бюджечĕн укçи. Пĕтĕмпе 455 свидетельство панă, çав шутра — ятарлă çар операцине хутшăннă 62 çынна.

Ипотекăпах çыхăннă тепĕр уйрăмлăх та пур: рынокри улшăнусене пула кредит организацийĕсем илсе çитереймен тупăша саплаштармалли виçене 14,48-тан 14,6 процент таран пысăклатма йышăннă. Çакă граждансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерсе ипотека проценчĕн 3 пункт пĕчĕкрех виçине упраса хăварма май парĕ. Ку енĕпе те цифрăсем уçăмлă, кредит организацийĕсем илсе çитереймен тупăша саплаштармалли кăçалхи лимит 100 миллион тенкĕпе танлашать. Программăна пурнăçлама тытăннăранпа 207 çынран заявлени йышăннă, çав шутра кăçал — 62. 102 çемьене кредит панă, вĕсенчен 14-шĕ кăçал укçа илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code