Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сунарçăсен ăмăртăвĕнче

Сунарçăсен ăмăртăвĕнче

Лаш Таяпари акар йытăсен питомникĕн ертỹçи Леонид Князев тата округри сунарçăсем йĕркеленипе пĕр тăван Князевсен призĕсене çĕнсе илессишĕн сунарçăсен биатлонĕ иртнĕ. Унта республикăри округсенчи тата кỹршĕллĕ регионсенчи сунарçăсем хутшăннă. Тупăшура командăсенчи 3-шер спортсмен 1500 метрлă дистанцине харпăр хăйĕн пăшалĕпе тухнă, мишене 3 хутчен персе ытларах очко пухассишĕн кĕрешнĕ. Пуринчен малтисем — Канашсем пулнă — тĕп парне (хир сысни) хуçисем пулса тăнă. Мари Республикинчен килнĕ команда — иккĕмĕш, Елчĕксем виççĕмĕш вырăнта.

Çавăн пекех çак кун сунарçăсем хăйсен пултарулăхне ытти вăйăсенче те тĕрĕсленĕ: армрестлинг, мас-рестлинг, шахмат турнирĕ тата ытти те. Вырăнти фольклор ушкăнĕпе уйрăм юрăçсем, купăсçăсем уяв программине пуянлатнă. Программăна «Кашкăр йăви» хăна комплексĕпе тата питомникпе тĕплĕнрех паллашассине те кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code