Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлес правăсăр хăварнă

Ĕçлес правăсăр хăварнă

Адвокат хăй хỹтĕлекен çынна — ют çĕршыв гражданинне — хăйĕн Шупашкарти хваттерĕнче регистрациленĕ. Паллах, ахаль мар — çакăншăн унран 20 пин тенкĕ илнĕ. Чăннипе вара хваттере ăна пурăнма парас тĕллев те тытман — документри тивĕçлĕ паллă та çителĕклĕ пулнă.

Суд укçашăн саккуна пăсма хатĕр адвоката 1,5 çул ĕçлесе юсанмалли приговор палăртнă. Çак тапхăрта унăн ĕç укçин 10 процентне патшалăх валли тытса юлĕç. Çийĕнчен ăна 100 пин тенкĕлĕх штрафланă, икĕ çуллăха адвокат ĕçĕпе ĕçлемелли правăсăр хăварнă.

Чăн та, вăл çак айăплавпа килĕшмен — çăхав çырнă. Анчах республикăн Аслă сучĕ апелляци йышăнăвĕпе приговора çаплипех хăварнă — улăштарман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code