Суббота, 5 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăвашпотребкооперацийĕ тухăçлă ĕçлет

Чăвашпотребкооперацийĕ тухăçлă ĕçлет

Шупашкарта потребительсен кооперацийĕн Пĕтĕм тĕнчери «Коопераци: малашлăха пăхса иртнине хаклатпăр» форумĕ иртрĕ. Программа анлă та пуян пулчĕ. Хăнасем 25 çĕршывран килсе çитнĕ. Мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе асра юлнă-ха вăл?

Райпосен ĕçĕ-хĕлĕ.

Форума хутшăнакансем Чăвашпотребсоюз организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, республика тăрăх çичĕ маршрутпа çула тухнă. Пысăк делегаци Элĕк, Мăн Сĕнтĕр, Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Октябрьски, Çĕрпỹ райповĕсене çитсе курнă. Палăртмалла: Чăвашпотребсоюз организацийĕсем объектсен строительствине, реконструкцине, модернизацине 390 миллион тенкĕ хывнă.

Пĕтĕм тĕнчери туслăх клубĕ.

Шупашкарти коопераци институчĕ паянхи кун республикăри пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсем валли кадрсем хатĕрлекен вĕренỹ заведенийĕ. Пĕтĕм тĕнчери потребкоопераци форумне килнĕ хăнасем унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, потребкоопераци тытăмĕнчи пĕлỹ организацийĕсен ертỹçисемпе общество канашĕ иртнĕ. Пĕтĕм тĕнчери туслăх клубĕ уçăлни пирки калакан сертификата çамрăксемпе ĕçлекен Федераци агентствин ертỹçи Дамир Фаттахов Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева тыттарнă.

Раççей потребкооперацийĕн ĕç династийĕн аллейи.

Шупашкарти «Амазони» паркра Раççейри çемье тата Чăваш Енри экологи çулталăкĕсене халалласа çĕршыври 17 регионтан килнĕ 35 ĕç династийĕ 50 çăка лартнă. «Кооперацири династисем» проект 2023 çулта хута кайнă. Сăмах май, Чăвашпотребсоюзра 15 ĕç династийĕ вăй хурать, вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 1938 çул.

Ярмăрккăпа гастрономи фестивалĕ.

Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремри уява 70 регион хутшăнма кăмăл тунă. Унта 20 шатер ĕçленĕ. Ку шутра «Покупай чувашское» экспозиципе тата регионти алĕç ăстисен ĕçĕсемпе, сувенир продукципе паллашма май пулнă. Ăстасем ăсталăх класĕсем те йĕркеленĕ. «Вкусные истории» гастро-фестивальте кооператорсем вырăнти наци апат-çимĕçĕпе сăйланă: пулă шỹрпипе, техĕмлĕ аш-какайпа… Сăмах май, иртнĕ çултан ялти шкулсене ирхи тата кăнтăрлахи апатпа Чăвашпотребсоюзăн 10 предприятийĕ тата 9 предприниматель тивĕçтерет. Кăçалхи 8 уйăхра Чăвашпотребсоюз организацийĕсем 932 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцине туяннă.

Ятарлă çар операцине пулăшаççĕ.

Райпо предприятийĕсем ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Çĕнĕ регионсене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Ку таранччен кооператорсем 400 миллиона яхăн тенкелĕх 200 тонна гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Ку шутра — ятарлă çар техники, маскировка тетелĕсем, апат-çимĕç, медицинăпа гигиена хатĕрĕсем тата ыттине те. Пĕтĕм тĕнчери форум шайĕнче Пушкăрт Республикинчи райпо представителĕсем Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçисене УАЗ парнелерĕç.

С.ГРАЧЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code