Тỹрех хуравлар: кирлĕ мар! Пирус организмшăн сиенлĕ пулни çинчен час-часах калаçатпăр.
Хăш-пĕр чухне усал йăларан писме кая юлни те пулать. Сиенĕ çыннăн организмне самаях хавшатать. Уйрăмах ỹпкене пĕтерет.
Пирĕн сывлăх 50 процент ытла хамăрăн кулленхи пурнăçран килет, анчах чылайăшĕ организма психика енчен япăх витĕм кỹрекен алкогольпе, никотинпа наркăмăшлантарса хавшатать. Никотин шалти органсене çеç мар, ỹте те ватăлтарать, шăл тĕсне те улăштарса илемсĕрлетет. Сиенлĕ йăлапа туслисем хăйсен ỹсĕмĕнчен аслăрах курăнаççĕ. Çамрăклах пирус туртма пуçланă хĕрарăмăн сасси улшăнать, чĕрни сарăхать, çỹçĕ сайраланать, ỹчĕ пĕркеленет.
Никотин чи малтанах пуç мимине япăх витĕм кỹрет. Унпа пĕрле çын ăш-чикне наркăмăшлă тикĕт (сухăр), сĕрĕм газĕ, метан, аммик, бутан… лекеççĕ. Вĕсем пурте пуç мимин клеткисене аркатаççĕ. Тĕрĕссипе, çыннăн организмĕнче никотин сиенлемен орган çук. Çавăнпа пируса алла тытиччен лайăх шухăшламалла: кирлех-и вăл?
Алина ПАТШИНА,
тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ.