Пятница, 25 апреля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерĕве ачасем те çывхартнă

Çĕнтерĕве ачасем те çывхартнă

Округра Аслă Çĕнтерĕве халалласа нумай мероприяти иртет. Хальхи вăхăтра тыл ветеранĕсене «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе чысласси пырать.

Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулта йĕркеленĕ чыслава Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов хутшăннă. Вĕсем тыл ветеранĕсене — Владимир Евполова, Михаил Михайлова, Михаил Иголкина, Мария Александровăна наградăсене тивĕçнĕ ятпа чĕререн саламланă, пĕтĕм ыррине суннă май вĕсем те Çĕнтерĕве çывхартассинче хăйсен тỹпине хывнине палăртнă.

Вăрçă çулĕсенчи шкул ачисем çăмăл мар ĕçсенче пиçĕхсе çитĕнсен те хăйсен хастарлăхне чакарман. Владимир Ильич, тĕслĕхрен, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Октябрьти революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен, ВДНХ медалĕсен кавалерĕ. Вăл 23 çул Çĕнĕ Эйпеçри комплекслă бригадăна ертсе пынă, маларах çичĕ çул трактористра вăй хунă. Унăн Александр ывăлĕпе Владимир мăнукĕ СВОра çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçаççĕ паян. Хисеплĕ ватă раштав уйăхĕнче хăйĕн 95 çулхи юбилейне кĕтсе илĕ.

Михаил Иголкин та çав ялтанах. 94-ри ветеранăн ашшĕ вăрçăра Берлина çитнĕ. Михаил Аверкиевич пĕтĕм пурнăçне колхозри фермăра ĕçлесе ирттернĕ. Унăн та Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем йышлă.

Михаил Михайлов — Лаш Таяпаран. 93 çулта. Вăл 9 ачаллă хресчен çемйинче çитĕннĕ. Вĕсем мăшăрĕпе те нумай — 8 ача çуратса ỹстернĕ. Халĕ 13 мăнукпа 18 кĕçĕн мăнук.

94 çулхи Мария Николаевна та территори пайĕн центрĕнчен. Фронтовик хĕрĕ. Çамрăклах Улатăр тăрăхĕнче вăрман каснă, шурлăхсенче торф кăларнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 54 çул.

Тыл ветеранĕсене çавăн пекех вĕренекенсемпе ача садне çỹрекенсем юрă-кĕвĕпе саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code