Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.А.Николаевăн 2025 çулхи майăн 14-мĕшĕнчи 82-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Победа» сахал яваплă обществăри Раиль Яхъяович САМИГУЛЛИН механизатор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл 1242 гектар çинче ял хуçалăх культурисене сỹреленĕ.

