Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимĕр ĕмĕрĕнчи хулаш

Тимĕр ĕмĕрĕнчи хулаш

Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче малтанхи тимĕр ĕмĕр тапхăрĕнчи хулаша тупнă.

Кушлавăш хулашне Сергей Краснов археолог ертсе пынипе экспедици 2025 çулхи ака уйăхĕнче тупса палăртнă. Асăннă палăк Яккушкăнь тата Кушлавăш ялĕсен çывăхĕнче вырнаçнă. Археологсем çак вырăнта малтанхи тимĕр ĕмĕрĕнчи керамика савăтсем, пăхăр çĕрĕсем тата тỹмесем тупнă. Асăннă объекта патшалăх шайĕнче упракан культура еткерлĕхĕсен реестрне кĕртме сĕннĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code