Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшỹллĕн 2025 çулта округĕпе илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18384,5 гектар çинче акса хăварнă. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче — 11402, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 6982,5 гектар. Тĕш тырă культурисене акас ĕçе майăн 18-мĕшĕ тĕлне ăнăçлă вĕçленĕ.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене «Яманчурино» ОООра (1453 гектар), «Прогресс» АХОра (1002), «Комбайн» ЯХПКра (894), «Энтепе» ОООра (850), Валерий Смирнов (790), Борис Головин (569) хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче чи нумай лаптăкра акнă.
Округĕпе илсен, пĕр çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ 3997 гектар йышăнать. Çавăн пекех 916 гектар (Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 130, «Нива» агрофирма» ОООра — 290, «Урожай» ОООра — 100, «Клевер» ОООра — 110, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче — 286) рапс, 337 гектар («АСК-Яльчики» ОООра — 287, «Клевер» ОООра -50) горчица акнă. Кукуруза лаптăкĕ пĕтĕмпе — 865 гектар.
Планпа килĕшỹллĕн çĕр улми лаптăкĕ 347 гектар пулмалла. «Иккĕмĕш çăкăра» хальлĕхе 118 гектар (34 процент) лартнă. Çав шутран («АСК-Яльчики» ОООра — 55 гектар (25 процент) «Нива» агрофирма» ОООра — 10 гектар (100 процент), В.Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче — 10 гектар (33 процент).

