Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкексенчен асăрханар

Инкексенчен асăрханар

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Николаев вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа — округăн кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тишкересси — округ администрацийĕн экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Борисова тухса калаçрĕ. Пĕрремĕш çур çулта округри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем туса кăларнă таварсен, пурнăçланă ĕçсен тата пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ, 2024 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 11 процент ỹсни паллă — 1850 млн тенкĕпе танлашнă. Хуçалăхсен мĕнпур категорийĕнче аш-какай хатĕрлеме ỹстернĕ выльăх-чĕрлĕхĕн тата кайăк-кĕшĕкĕн чĕрĕ виçи 1305,3 тоннăпа (е 102 процент) танлашнă, 16242,8 тонна (98 процент) сĕт суса, 3541 пин штук çăмарта туса илнĕ. Кăçал 2022-2023 çулсенче пуçланă 5 инвестици проектне (пĕтĕмĕшле хакĕ 45,6 миллион тенкĕлĕх) пурнăçласси малалла тăсăлать. 2025 çулта пурĕ 11 инвестици проектне (107,6 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртме палăртнă.

Иккĕмĕш ыйтупа округ администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Роза Антонова сăмах илчĕ. Вăл кăçалхи 6 уйăхра округ бюджетне мĕнле пурнăçлани пирки каласа кăтартрĕ. 2025 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне округ бюджечĕн тупăшсен пайĕ 340,2 млн тенкĕпе танлашнă (2024 çулхи çак тапхăр шайĕнчен 26,4 процент ỹснĕ), тăкаксен пайĕ — 344,3 млн тенкĕ (иртнĕ çулхи 6 уйăхрипе танлаштарсан 23,6 процент пысăкрах). Тĕрлĕ бюджетран кĕнĕ каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ виçи — 252,1 млн тенкĕ (123,8 процент).

Раççей Социаллă фончĕн Елчĕк округĕнчи клиент службин ертỹçи Владимир Егоров социаллă тỹлевсем тата страховани стажĕ çинчен калакан саккунсенчи юлашки улшăнусем пирки каласа кăтартрĕ.

Пушартан упранасси çине çу кунĕсенче уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çавна май çак тема та тимлĕхре пулчĕ. Пушар асăрхавĕн Елчĕк округĕнчи уйрăмĕн инспекторĕнчен Сергей Сардаевран ыйтса пĕлнĕ май çакă паллă: кăçал паянхи кун тĕлне округ территорийĕнче 13 пушар (иртнĕ çул — 9) тухнине регистрациленĕ. Вут-çулăмра пулнă тăкак 6 млн ытла тенкĕпе (2024 çулта 700 пин ытла тенкĕ) танлашнă. Инкексен пысăк пайĕ электропроводсем юсавсăр, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе тата кăмака хутнă чух йĕркесене пăхăнманнипе тухнă.

— Хуçалăхсенче вырма ĕçĕ пырать. Çак вăхăтра уйрăмах тимлĕ пулса пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине асра тытар. Хальхи вăхăтра республикăра пушара хирĕçле уйрăм режим вăйра тăрать, çак тапхăрта халăха вăрмансене кĕме чарнă, кану вырăнĕсенче кăвайт чĕртме, çỹп-çапа тата тыр-пул хăмăлне, типĕ курăка çунтарма юрамасть, — палăртрĕ Владимир Арсеньевич.
Çанталăк шăрăх тăнă май халăх шыва кĕме туртăнать. Шыва ирĕк панă вырăнсенче анчах кĕрер.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code