Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 39-мĕш номерте.
Паян тупнă эрешсем çинчен хĕрĕпе кĕрỹшне пĕлтерес темерĕ, тĕлпулу хыççăн çеç калас терĕ. Тепĕр кунне Марина Гавриловна палăртнă вăхăтра Нина Петровна хваттерĕнче пулчĕ. Калаçăва, кофе ĕçнĕ май, кил хуçи хĕрарăмĕ пуçларĕ:
— Упăшкана 30 çул пурăнса та пĕлсе çитеймерĕм пулас. Манпа пурăннă хушăрах мĕншĕн санпа çыхланса каймалла пулнă-ха унăн? Çемьеллĕ арçынпа çемье çавăрнине мĕнле ĕненмелле? Ăçта, хăçан паллашнă эсир унпа?
— Николаевка ялĕнче фельдшер пулса ĕçлетĕп эпĕ.
Хăш-пĕр чухне хулана кайма тивет. Унтан каялла май килнĕ чухне ялан тенĕ пекех пĕр автобус çине лекеттĕмĕр. Пĕррехинче юнашар ларма лекрĕ пире. «Эсир манăн ĕмĕтри пике. Сирĕнпе çывăхрах паллашма юрать-и?» — ыйтрĕ вăл манран. Килĕшни çинчен пĕлтерсе пуçа сĕлтрĕм. Çак кунран пуçласа кашни канмалли кунсене пĕрле ирттерме пуçларăмăр. Часах хам йывăр çын пулнине пĕлтĕм. Черетлĕ канмалли кун çитсен çак хыпара Тольăна пĕлтертĕм, вăл питĕ савăнчĕ, пĕрле пурăнма ыйтрĕ. Икĕ çул хушшинче кермен пек çурт хăпартрăмăр. Соня çуралсан унран лайăх ашшĕ те тупма çукчĕ пулĕ. Пур ĕçре те пулăшатчĕ мана. Маншăн вăл чи хаклă та юратнă çын пулса тăчĕ. Тепĕр икĕ çултан кĕçĕн хĕр ача, Таня, çут тĕнчене килчĕ.
— Эпĕ ниепле те ăнланма пултараймастăп. Толя сирĕнпе канмалли кунсенче çеç пулнă вĕт-ха, ытти пилĕк кунне пирĕнпе ирттернĕ. Çакна мĕнле ăнлантарса панă вăл сире? Е ку ыйтăва тапратман та-и эсир? Эрни-эрнипе пурăннисем пулнă-и унăн? — пĕлесшĕн пулчĕ Нина Петровна. «Манăн анне чирлĕ. Эпĕ ăна хăйне пĕччен хăварма пултараймастăп. Кăнтăрла кăштăртатса çỹрет-ха, кỹршĕ хĕрарăмĕ каçса пăхса тăрать. Каçхине хăйне япăх туйнăран ун çумĕнче çын пулмалла. Сан пата шăматкунпа вырсарникунсенче çеç килеетĕп. Çак кунсенче анне патĕнче йăмăк пулать», — ăнлантарчĕ мана Толя пĕрле пурăнма пуçласанах. Каярахпа икĕ уйăхра пĕрре вунă кунлăха пурăнма килетчĕ, амăшне йăмăкĕпе хăварнине калатчĕ.
— Икĕ ачаллă пулсан та Тольăпа çырăнас шухăш пулмарĕ-и сирĕн?
— Пĕрре çеç мар тапратнă эпĕ ку ыйтăва. «Халĕ пирĕн çĕршывра нумайăшĕ хут уйăрттармасăрах пурăнаççĕ. Паспорт çинчи штамп ниме те пĕлтермест», — тетчĕ.
— Сирĕн ачăрсем камăн хушамачĕпе çỹреççĕ?
— Хамăннипе, паллах, ашшĕ ячĕсем — Тольăн. Вун пилĕк çул пĕрле пурăннă хыççăн тĕрĕссине каларĕ вăл мана.
— Марина, эпир иксĕмĕр санпа çырăнаймастпăр. Манăн арăмпа хĕр ача пур. Эрнери пилĕк куна эпĕ вĕсемпе ирттеретĕп, аннепе мар. Эпĕ аннепе пурăнатăп тесе суйнă сана. Арăмран уйрăлма пултараймастăп. Лайăх çын вăл, ырату кỹрейместĕп эпĕ ăна. Каçар мана çак тарана çитсе те тĕрĕссине каламаншăн, — терĕ айăплăн мана куçран пăхса. Тĕлĕннипе чутах йăванса каяттăмччĕ. Пăртакран: «Эсĕ çак таранччен икĕ çемьепе пурăннă-им? Арăму куçĕнчен мĕнле пăхатăн? Ним пулман пекех пурăнма мĕнле пултаратăн?» — кăшкăрнă пекех илтĕнчĕ манăн сасă.
— Яланах çакăн пек пурăнас тетĕн-и эсĕ? Кала, икĕ çемьерен хăшне суйласа илетĕн? — ыйтрăм кăштах лăпланса. Вăл икĕ арăмне те, виçĕ хĕр ачине те пĕр пекех юратнине пĕлтерчĕ. «Питĕ айăплă эпĕ сирĕн умăрта. Нинăна ниепле те чăнлăха уçса параймастăп. Эпир унпа çак тарана çитсе пĕрре те вăрçăнман. Юлашки çулсенче чĕре ыратма пуçларĕ. Тен, пурăнмалли нумаях та юлмарĕ пулĕ. Халал хучĕсем çыртăм. Нинăна хулари виçĕ пỹлĕмлĕ хваттере халалларăм. Халь пурăнакан çурта малтанах сан çине çыртарнă. Перекет банкĕнчи икĕ миллион укçана Нинăпа иксĕрĕн пайласа илмелле пулать. Халал хучĕ çинче кăтартрăм», — терĕ шухăшлăн. Унтан çапла хушса хучĕ: «Танюша умĕнче те айăп пысăк манăн. Çынла мар пурăннăран чирлĕ çуралчĕ пулĕ. Операци тунă хыççăн чирĕ иртессе шантарсах каларĕç врачсем. 2 миллион та 500 пин тенкĕ çилпе вĕçсе каймасть, хĕр ачăр сывалатех терĕç. Пурте лайăх пулать, Марина», — лăплантарчĕ мана Толя. Çак калаçу пулса иртнĕ хыççăн тепĕр эрнерен ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Вилнĕ кун ман пата килчĕ вăл. Чĕри ыратни пирки пĕлтерчĕ. Тỹрех «Васкавлă пулăшу» машинипе хула больницине кайрăмăр. Çул çинче тăнне çухатрĕ. Врачсем тем пек тăрăшсан та çăлса хăвараймарĕç ăна. Усал хыпара эпĕ пĕлтертĕм сире больницăран.
— Сирĕн хĕрĕр мĕнпе чирлĕ çуралнă? Операцине хăш уйăхра тунă? Халĕ хăйне мĕнле туять? — кăсăкланчĕ хĕр ача сывлăхĕпе Нина Петровна.
— Тỹлевлĕ операци кăçалхи ака уйăхĕнче Санкт-Петербург хулинче иртрĕ. Хăйне аван туять. Чĕри ыратнине шарламасть. Врачсем витаминлă апат-çимĕç, улма-çырла çитерме хушаççĕ. Фельдшерăн ĕç укçипе мĕнех илме пулать-ши паянхи вăхăтра? Икĕ эрне каялла тепĕр ĕçе вырнаçрăм. Унта та ĕç укçи нумаях мар. Толя вилнĕренпе пурнăçа аран-аран саплаштарса пыратпăр, — пăшăрханчĕ Марина Гавриловна.
— Сирĕн хĕр ачасем миçе çулта? Телефон çинче сăн ỹкерчĕксем пур-и? — ыйтрĕ Нина Петровна.
— Соня вунтăваттăра, Таня вуникĕ çулта.
Хĕр ачисен сăн ỹкерчĕкĕсене кăтартма та килĕшрĕ амăшĕ.
— Чипер пикесем, иккĕшĕ те ашшĕ сăнлă. Кĕçĕнни манăн Лариса пекех. Телейĕсем пулччăрах ĕнтĕ вĕсен. Операци ăнăçлă иртнĕ пулсан Таня сывалатех. Пурте лайăха шанса тăратпăр, — терĕ Нина Петровна телефонне каялла парса. — Халалсем пирки калас пулсан Тольăн саккунлă арăмĕ эпĕ шутланатăп. Кăçалхи апрель уйăхĕнче пĕрле пухнă укçаран Толя икĕ миллион та пилĕкçĕр пин тенкĕ перекет банкĕн кĕнекинчен илнĕ. Сирĕн калаçуран çак укçа Таньăна операци тума кайнă. Халь пурăнакан çуртăра та пирĕн укçа-тенкĕпех туса лартнă эсир. Мĕншĕн тесен тепĕр перекет банкĕн кĕнекине упăшка «çухатнă», унта сахал мар укçа пулнă пирĕн. 20 çула яхăн пухнă укçаран паянхи кун тĕлне 2 миллион та пилĕкçĕр пин тенкĕ çеç курăнать. Кил-çурт енчен илес пулсан та нимĕн пайламалли те çук пирĕн. Суд тăрăх çỹремесĕрех татса пама пулать çак ыйтусене. Эпир хваттере кредитпа илнĕ. Татмалли тепĕр икĕ çул юлнă. Эпĕ сирĕн умăрта парăмра мар. Е миллион укçа шыраса илесшĕн-и манран Тольăн халалĕ тăрăх? — çирĕп сасăпа ыйтрĕ ултавçă упăшкине пула инкек тỹснĕ хĕрарăм.
— Пурнăç çакăн пек çавăрăнса тухасса шутлама та пултарайман эпĕ. Хама телейлĕ хĕрарăм тесе шутланăччĕ. Толя çемьеллĕ пулнине пĕлнĕ пулсан хамăн пурнăçа унпа çыхăнтарман та пулнă пулăттăм. Таня хĕрĕм çинчен шухăшласа чĕрем çунса тухать манăн. Ашшĕ вилнĕренпе аран-аран саплаштарса пыратпăр пурнăçа. Совеçсĕр çын тесе ан шутлăр мана. Пире сирĕнтен нимĕн те кирлĕ мар. Толя мана укçа-тенкĕ пирки нимĕн те пĕлтермен. «Ăçтан тупрăн, камран илтĕн?» — тесе те ыйтма хушмастчĕ. «Çемьене укçа-тенкĕпе арçыннăн тивĕçтермелле», — тетчĕ. — Халалĕсене сире паратăп, — терĕ те Нина Петровна умне пырса хучĕ.
— Тăрлавсăр, пỹтсĕр, ултавçă арçыншăн тăшмансем пулса юлар мар. Ачасене паллаштарса тăванлăх туйăмĕ çуратмалла. Малашне пĕр-пĕринпе хутшăнса туслă пурăнччăр, — сĕнчĕ Нина Петровна.
Нина Петровна та, Лариса Гавриловна та тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç, ăшшăн сывпуллашрĕç.
Марина Гавриловна урама тухсан та Тольăн арăмĕ çинчен шухăшлама пăрахаймарĕ. «Çакăн пек ырă, кăмăллă, ăслă, хитре çынна кỹрентерме епле хăйнă-ши Толя? Унăн ултавĕ ним ырри патне те илсе çитермерĕ. Арăмне улталаса, çаратса тепĕр çемье çавăрни йĕркеллĕ-и тата? Хăй калашле, Таня та ашшĕн çылăхĕсемшĕнех нушаланать пулмалла. Мухтав Турра, сывлăхĕ йĕркеленсе пырать-ха. Тепĕр çын пулнă пулсан упăшки тăкак кỹнисене манран шыраса илме пултаратчĕ вĕт», — пĕтĕмлетỹ турĕ вăл паянхи калаçу хыççăн.
Хăна тухса кайсан кил хуçи хĕрарăмĕ хĕрлĕ коробкăна çĕнĕрен алла илчĕ те: «Эх, Толя, Толя, хăвăн çылăхна çак ылтăнсемпе каçарттарма шутларăн-им? Е вăтăр çул хушшинче пĕр чечек çыххи те парса курмарăм тесе парас терĕн-и ылтăнусене? Маншăн ăшă кăмăлу, хисепỹ, юратăву хаклăрахчĕ. Эсĕ, ав, вĕсене урăх хĕрарăма панă. Хăвна пĕчĕк ачана пăхнă пек тимлĕх уйăрнăшăн çĕр йăтайми намăс, ырату, хурлăх кỹтĕн мана. Тавах хăть Марина умĕнче ман ята вараламаншăн. Хăш-пĕр арçынсем еркĕнĕсен умĕнче арăмĕсене çỹп-çап вырăнне хурса темĕн те пĕр каласа хăртаççĕ. Тĕнче те пăсăлчĕ, этемсем те ирĕке тухрĕç пулмалла. Икĕ-виçĕ çемьепе пурăнакансем те çумăр хыççăн шăтса тухнă кăмпасем пекех нумайланса кайрĕç. Намăс-симĕсĕ те çук вĕсемшĕн. Арлă-арăмлă пурăннă вăхăтрах еркĕнĕсемпе аскăнланса пурăнаççĕ. Çемье чысне варалаççĕ, ачи-пăчисене пăрахаççĕ.
Мана кăна мар, тепĕр хĕрарăма та телейсĕр турăн эсĕ, хĕр ачасене тăлăха хăвартăн. Иккĕмĕш арăму йĕркеллĕ, таса чунлă, чипер хĕрарăм. Вăл та ман пекех ĕненнĕ, шаннă, юратнă сана. Пĕтертĕн пирĕн пурнăçа. Хăв та аллă пиллĕкрех çĕре кĕрсе выртрăн. Икĕ çемье хушшинче урапа ăшне лекнĕ пакша евĕр тапаçлансах чĕрỹ тапма чарăнчĕ пулĕ санăн? — чĕрĕ çынпа калаçнă пекех сăмахларĕ упăшкин сăн ỹкерчĕкĕпе Нина Петровна.- Хăш-пĕр хĕрарăмсем пек кашни утăмна сăнаса-пăхса тăманран, хăвна шаннăран çакăн пек чыссăрла хăтлантăн-и? Е нихăш çĕре те пуçа чикменнине кура тем тусан та юрать терĕн-ши? Ларисăн чунне те ĕмĕрлĕхех амантса хăвартăн. Иксĕмĕр хушăри юратуран кĕл купи çеç тăрса юлчĕ. Суя командировкусем валли хатĕрлесе панă чăматанна килтен йăтса тухса кайнă чухне: «Чипер юлăр, манăн юратнă та хаклă çыннăмăрсем, тепĕр вунă кунтан каялла çаврăнса çитетĕп», — теме чĕлхỹ мĕнле çаврăнчĕ-ши санăн?»
Кăштах шухăшласа тăнă хыççăн сăн ỹкерчĕке курăнман çĕре шаларах чиксе хучĕ.
Ылтăн эрешсем çине тепре пăхса коробкăна хупса хучĕ.
Тĕлпулу хыççăн упăшкин парни çинчен никама та пĕлтерес темерĕ вăл. Ыранах Ломбарда кайса укçапа улăштарса килĕ вĕсене. 500 пин тенкĕ укçана Маринăна кайса парĕ. «Таньăна операци хыççăн вăй илме пулăштăрах çак укçа-тенкĕ», — ырă сунчĕ упăшкин хĕр ачине чăннипех те таса чунлă, ырă та ăшă кăмăллă хĕрарăм.

