Часах черетлĕ çулталăк хăйĕн алăкне хупать. Кашниех эпир иртнине пĕтĕмлететпĕр, ыррине çеç шанса малашне пурнăçламалли ĕçсене палăртатпăр. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕнчен Леонард Левыйран çак тĕллевпе интервью илесси те пиллĕкмĕш ĕнтĕ. Ырă йăлана мĕншĕн çул парас мар?
— Леонард Васильевич, иртсе пыракан çулта пĕтĕм Раççей халăхĕ Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине паллă турĕ. Пĕлтерĕшлĕ те сăваплă пулăм пирки сăмах хускатмасан килĕшỹсĕр те пулнă пулĕччĕ.
— Çапла ĕнтĕ, аслă уява, çак куна парнеленĕ вăрçă паттăрĕсемпе тыл хастарĕсене эпир нихăçан та манма тивĕçлĕ мар. Вĕсем çинчен, нумай-нумай çул иртсен те, кашни ăру пĕлтĕр, ăса хывтăр.
2025 çул Чăваш Енре Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкĕ пулнипе те историе кĕрсе юлать. Асра юлмалли чылай мероприяти йĕркелерĕмĕр. Округри кашни тыл ветеранне «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе чысларăмăр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн тыл хастарĕсемпе вăрçă ачисене 5-шер пин, салтак арăмĕсене 20-шер пин тенкĕ укçа панă. Вăрçа хутшăннисене асăнса лартнă палăксене юсаса çĕнетни — аслă ăрурисене хисеплениех. Вĕсене кирек хăçан та тирпейлĕхре тытса тăрасчĕ.
Паян, ятарлă çар операцийĕ пынă май, эпĕ округри кашни салтак амăшĕ, мăшăрĕ умĕнче пуçăма таятăп. Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешекенсем — чăн-чăн паттăрсем. Шел, пуç хунисем те сахаллăн мар. Вĕсен умĕнче çĕршыв, унăн халăхĕ ĕмĕрех парăмра.
Манăн фронтпа тыл çыхăнăвне йĕркелекенсем — волонтерсем — пирки те пĕр-ик сăмах каласа хăварас килет. «ZOV Яльчики» ушкăн ку тĕлĕшпе питĕ пысăк ĕç туса ирттерет. Инçе çула çỹрекенсем хăрушлăха пăхмасăр пурнăçлаççĕ пархатарлă ĕçе. Маскировка сеткисем çыхасси, окоп çуртисем хатĕрлесси, укçа-тенкĕ тата тĕрлĕ япала пухасси… — кирек мĕнле пулăшу пултăр — пурте кирлĕ. Çавна май Çĕнтерĕве çывхартма ăнтăлакан кашни çынна чĕререн тав тăватăп.
— Вырма ĕçĕсен тапхăрĕнче çанталăк условийĕсем нихăçан та çĕр ĕçченĕ кĕтнĕ пек пулмаççĕ. Кăçал та çаплах, апла пулин те пỹлмесене чи пысăк тухăç — 101185 тонна тырă хывнă. Ку вăл — рекорд!
— «Çанталăк чăрмантарман пулсан тата мĕнлерех пулатчĕ-ши?» — текен ыйту çуралать. Республикăри округсенчен эпир пуринчен пысăкрах лаптăкра, 23206 гектар çинче, тыр-пул туса илтĕмĕр. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç кăтартăвĕпе те малтисен йышĕнче — 42,3 центнер. Кунта уйрăм ĕç коллективĕсене те асăнса хăварас килет: «Сатурн» ЯХПКра, «АСК-Яльчики» ОООра ку кăтарту 61,2 центнерпа танлашнă. «Энтепе» (55,6), «Рассвет» (53,5), Ленин ячĕллĕ (46,2) хуçалăхсенче те аван ĕçленĕ.
Округри ял хуçалăх аталанăвĕн кăтартăвĕсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тỹпи те пĕчĕк мар. Александр Филиппов фермер, акă, 1 гектартан 52,4 центнер тĕш тырă, 500 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ пухса кĕртме пултарчĕ. Иккĕмĕш культурăна вăл 250 гектар çинче туса илнĕ. Çĕр улмипе ытларах специализациленнĕ «АСК-Яльчики» сахал яваплă общество та хăйĕн шанăçне çулсерен тỹрре кăларать, ăна 232 гектар çинчен вăтамран 382,5 центнер пуçтарса кĕртнĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсенче машинăпа техника паркне çĕнетес (34 единица — 313 млн тенкĕлĕх), инвестици проекчĕсене (191,6 млн тенкĕлĕх) анлă çул парас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлесе пыни те курăмлă. Вĕçленĕ хăш-пĕр объектсене асăнса хăварсан та аван: «Сатурн» ЯХПКра 100 пуç вырнаçмалăх пăру вити (20 млн тенкĕлĕх), «Прогресс» АХОра 2 пин тоннăлăх тырă управĕ (13 млн тенкĕлĕх), «Яманчурино» ОООра сушилка (8,5 млн тенкĕлĕх) тата ыт. те.
Республикăри «Агро-100» клуб йышне пирĕн округран 13 хуçалăх кĕме тивĕçнĕ. Ку енĕпе эпир — чи малтисем. Елчĕк округĕ Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министерствин конкурсĕнче палăрса кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 7,5 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçни те пĕрлехи çитĕнỹ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушшинче йĕркеленĕ конкурсра агропромышленность комплексĕпе вырăнта тавар туса кăларакансем иртнĕ çул апат-çимĕç продукцийĕсене туса илессине анлăлатнин тата ỹстернин кăтартăвĕсене тишкернĕ.
— Автоçул япăхлансан кăмăлсăрланакансем тупăнсах тăраççĕ, лайăххине вара чылайăшĕ «курмăш» пулаççĕ. Округра çулсене юсассипе кашни çулах пысăк ĕçсем пурнăçлани куç умĕнчех вĕт…
— Тĕрĕсех. Иртсе пыракан çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене тĕпрен юсама тата çĕнетме 40,1 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав шутран виçĕ объекта асăнса хăварас килет: Елчĕк — Канаш (9,7 км), «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» — Хăвăлçырма (1,495 км), Елчĕк — Курнавăш (0,746 км). Уйрăм ялсен урамĕсене асфальт е вак чул сарас енĕпе те пĕр çул та чарăнман. Кăçал Лаш Таяпара кăна виçĕ урама (930 м) асфальт сарнă, Аслă Елчĕксем 4 урама (1,7 км) хăтлăлатма пуçланине çитес çул вĕçлеççĕ. Ырă ĕçсен тăсăмĕ 2026 çулта ытти ялсенче те пулĕ. Нумай объект вара вырăнти халăх пуçаруллă пулнăран улшăнать: 2025 çулта нихçанхинчен нумай — 109 проект ĕçе кĕртрĕмĕр, унăн сумми — 95 млн тенкĕ.
Çитес çул «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» автоçулăн хамăрăн округа кĕрекен участокĕн 34Ç820 çухрăмран пуçласа 41Ç260 çухрăм таран асфальт сармалла. Çавăн пекех Кушкă, Аслă Пăла Тимеш, Исемпел, Кавал ялĕсенчи чарăну пункчĕсене, округ территорийĕнчи Калинино — Патăрьел — Елчĕк автоçула çутатмалла тăвассине те плана кĕртнĕ.
Округра пурăнакансем çулсерен территорисене хăтлăлатас тата симĕслетес тĕлĕшпе регионта ирттерекен конкурсра палăраççĕ. Кăçал 3 номинацире укçан преми çĕнсе илнĕ.
«Муниципаллă практика» конкурсра 2 номинацире палăрса 660 пин тенкĕ çĕнсе илни те халăхăн тăрăшулăхĕ пирки калать.
— Çĕнетỹ пирки сăмах пуçарнă май, вĕренỹпе культура тытăмĕнче те кашни çулах икĕ-виçĕ объекта тĕпрен юсанине палăртма кăмăллă. Ку направленинче федераци программине тĕпе хуратăр пулĕ?
— Юлашки çулсенче тĕрлĕ шайри проект-программăпа ĕçлеме май пурри, чăнах та, пысăк çăмăллăх. Ку тĕлĕшпе Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкула тĕпрен юсанине палăртасшăн. Федерацин «Шкулти вĕренỹ тытăмне модернизацилесси» программипе килĕшỹллĕн «Строймонтажизоляция» ООО пĕтĕм ĕçе (62,6 млн тенкĕлĕх) вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçлерĕ.
1979 çулта тунă Вăрăмхăва клубĕ те кивелнĕччĕ ĕнтĕ. Ăна та çĕнетнĕ хыççăн ноябрь уйăхĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Кунта ĕçе кĕртмелли сумма пĕтĕмĕшле 8,4 миллион тенкĕпе танлашнă пулсан, вăл шутран республика бюджетĕнчен 7,9 миллион, вырăнти бюджетран 420 пин тенкĕ уйăрнă. Елчĕкри культура керменĕнче «Илем» кинозал (9 млн тенкĕлĕх) уçрăмăр. Сăмах май каласа хăварасшăн: 2026 çулта Кивĕ Эйпеçĕнчи клуба тĕпрен юсама (8,7 миллион тенкĕлĕх) палăртатпăр.
Иртсе пыракан çулта Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул республикăра «Ялти чи лайăх столовăй» конкурсра çĕнтерчĕ, округран предмет олимпиадисен регионти тапхăрĕнчен 1 çĕнтерỹçĕ, 7 призер тухрĕç, ЧР ертỹçин стипендине 36 çамрăк тивĕçнĕ. Спортри паллă пулăма та асăнмасăр май çук: икĕ эрне каялла Омскра иртнĕ регболистсен Раççейри чемпионатĕнче пирĕн 9 ентеш Чăваш Ен команди йышĕнче чемпион пулса тăнă.
— Леонард Васильевич, Эсир пысăк мероприятисенче хăвăрăн калаçăвăра час-часах: «Пĕрле пулар! Пĕрле пурăнар!» — сăмахсемпе вĕçлетĕр…
— Çавăн пек пулмаллах тесе шутлатăп. Паянхи çăмăл мар пурнăçра Иван Крыловăн юптарăвĕнчи пек лава кашни хăй енне туртма пуçласан пĕр вырăнта йăшса тăнă пулăттăмăр. 2026 çул Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн ятарлă çулталăкĕ пулассине палăртни те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Пĕрлĕх», «туслăх» ăнлавсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Синоним пекех. Çавăнпа округра пурăнакан пĕтĕм наци çынни малашне те пĕрлĕхре, туслăхра пурăнар. Ун пек чухне вăйлă эпир!
Çакна округ халăхĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне яланхиллех активлă хутшăннипе те кăтартса пачĕ.
— Калаçу вĕçĕнче Сире хăнăхнă ыйтăвах парас килет: çывхарса килекен Лаша çулĕнче округра пурăнакансене мĕн суннă пулăттăр?
— Çĕнĕ çул — çутă ĕмĕтсем, савăнăç тата лайăххине ĕненни. Çирĕп сывлăх, ырлăх сунатăп, чунра яланах лăпкă пултăр, хамăрăн вăя тата ыранхи куна шанмалла пултăр. Кил-çуртра тăнăçлăх, тулăх пурнăç хуçалантăр, чĕрере вара — юратупа ăнлану.
Николай МАЛЫШКИН калаçнă.

