Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăнасем Чăваш Ене кăмăллаççĕ

Хăнасем Чăваш Ене кăмăллаççĕ

Туризм нацпроект çĕршывĕпех лайăх ĕçленине курса ĕненме пулать. Аcлă çулсем хĕрринчи инфратытăм лайăхланать, предпринимательлĕх тытăмĕнче тăрăшакансене грантсем парса хавхалантараççĕ. Вăл кăтарту цифрăсенче те лайăх курăннине палăртнă. 2019 çултан пуçласа 2024 çулччен Раççейри шалти туризм виçĕ хута яхăн ỹснĕ. 60-тан пуçласа 90 млн çын таран çул çỹреве тухса тĕрлĕ регионсемпе паллашма кăмăл тунă. Чăваш Республикин тĕслĕхĕпе вара çав тапхăртах кăтарту 305 пинрен 879 пин таран ỹснĕ. Республикăна туристсем ытларах сывлăха çирĕплетекен учрежденисенче сипленме тата сывлăха çирĕплетме килни паллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code