Республикăра социаллă инновацисене аталантарса 5 çулта социаллă тĕллевлĕ коммерциллĕ мар организацисен 170 ытла проектне пулăшупа тивĕçтернĕ. Интереслĕ проектсен шутне яллă вырăнта пурăнакан хĕрарăмсен предпринимательлĕхне аталантарас тĕллевлĕ «Ял управçи» проекта кĕртме пулать. Вăл хĕрарăмсене хавхалантарнипе пĕрлех пурнăçра хăйсен пĕлтерĕшлĕ вырăнне туйма пулăшать.

