Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтак çырăвĕсене упрар!

Салтак çырăвĕсене упрар!

Виç кĕтеслĕ çырусенче — салтаксен шăписем. Тар, юн шăрши çапнă йĕркесенче — вăрçă сывлавĕ, вилĕмпе пурнăç хушшинчи паттăрлăх, хĕç-пăшал кĕрлевĕ, салтак чĕрин тунсăхĕ… Тата — Аслă Çĕнтерĕве чунтан ĕненни… Салтак çырăвĕсем нумай çемьере паянхи кун та упранаççĕ. Вĕсене ачисем, мăнукĕсем, халĕ мăнукĕсен ачисем те тепĕр хут вулаççĕ. Кивĕ хут хуçланчăкĕсем çурăлаççĕ, чернил тĕссĕрленнĕ, почта открыткисем çинчи типографи сăрри тĕксĕмленнĕ. Кăштахран çак çырусенчен йĕр те юлмĕ… Вĕсене упраса хăварма май пуррине ăнланса Елчĕк округĕнчи тĕп библиотека тытăмĕ «Вăрçă ас илĕвĕ — фронтран янă çырусем» проект хута янă. Çавна май библиотека ĕçченĕсем Елчĕк халăхĕ умне çакăн евĕр чĕнỹпе тухаççĕ:

«Хисеплĕ Елчĕк халăхĕ! Килте фронтран янă çырусене упратăр пулсан — «Вăрçă ас илĕвĕ — фронтран янă çырусем» проекта хутшăнăр! Сире Елчĕк округĕнчи библиотекăсенче кĕтеççĕ, унта сирĕн çемье реликвийĕсене цифра копине куçарма пулăшĕç. Документсене тỹрех тавăрса парĕç. Тăванăрсен аса илĕвĕ вара уçă электронлă архивра нумай çул тăрĕ. Салтак çырăвĕсене упрар! Сире вулавăшсенче кĕтетпĕр!».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code