Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ỹркенмесен ырлăхĕ пулать

Ỹркенмесен ырлăхĕ пулать

Ялсенче çамрăксем çемье çавăрса, тĕпленсе пурăнманни нумайăшне пăшăрхантарать. Çакна ĕç çуккипе те, ашшĕ-амăшĕ хăйсемех вĕсене хулара пурăнма май туса панипе те сăлтавлама пулать. Ачисемшĕн хваттер кредитне те хăйсемех тỹлеççĕ-çке.

Таяпа Энтри ялĕнчи Александрпа Ирина Борисовсем икĕ аслă пĕлỹ илнĕ Андрей ывăлне ялтах ĕçлесе пурăнма сĕннĕ. Хăй те ырлăха хулара шырас темен — Елчĕкри «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăра тĕп инженерта вăй хурать. Хăйĕн тивĕçне юратса пурнăçлать вăл.

Борисовсем — харсăр çынсем. Ашшĕ пулăшнипе ывăлĕ кỹршĕри пушă çурт вырăнне туянса пысăк витесем туса лартрĕç, вĕсенче 7 лаша, 5 вăкăр, 60 бройлер, хурсемпе кăвакалсем… Арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕсем çинче выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ халĕ, хăйсемех çулаççĕ, тюклаççĕ. Пушăрах чухне ял çыннисене пулăшма та вăхăт çитерет. Ĕç-хĕл ăнăçăвĕ çĕнĕ майсем уçса пырать. Çак таранччен Андрей тăрăшнипе 4 «Беларусь» трактор, 1 комбайн туянма пултарнă. Сакăр гектар çинчи тыр-пула часах, акă, алла илмелле. Пулас тухăçа вырнаçтарма ангар та пур.

Александр та нумай çул хушши çул-йĕр предприятийĕнче ĕçлет. КаМАЗ водителĕ вăл. Ирина акционерсен «Прогресс» обществинчи столовăйра поварта тимлет. Унăн та ĕç стажĕ пысăк.

Борисовсен иккĕмĕш тĕпренчĕкĕ, Алина хĕрĕ, аслă пĕлỹллĕ шут ĕçченĕ, хăйĕн çемйипе Шупашкарта пурăнать. Икĕ ача çитĕнет вĕсен.

Борисовсем патне килсе курсамăрччĕ эсир! Тĕлĕнсе пĕтереймĕр. Брусчатка сарнă картиш тирпейлĕхре, тусанне те куллен шăлса тăраççĕ пулĕ — çав тери таса. Выльăх картисенче те çавах вĕт-ха. Палисадникре тĕрлĕ чечек ытамне лекетĕн. Икĕ хутлă çуртра мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Хулари пек мар, хулари хваттерсем хăйсен хăтлăхĕпе кунтинчен айккинче тăччăр!

Кил-хуçалăхра мĕн шутланине ĕç хыççăн тата канмалли кунсенче пурнăçлаççĕ, пысăк калăпăшлисене — отпуск вăхăтĕнче. Ỹркенмен, ĕçлеме пĕлекен çын ялта та ырлăхра пурăнма, лайăх ĕçлесе илме пултарать.

Ольга МИРОНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Таяпа Энтри ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: ашшĕпе ывăлĕ — сылтăмран 2-мĕшĕ тата сулахайран 2-мĕшĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code