Алевтина тантăшĕсенчен яланах ырра шаннипе, ĕмĕтсенчен пуян пулнипе уйрăлса тăратчĕ. Пулас савнине те юмахри принц евĕр курчĕ вăл.
Ĕмĕтсен чикки çук: мăшăр пулсан ĕçрен кулленех чĕрĕ чечек çыххипе таврăнĕ, çемье кашни çулах ют çĕршывра канса киленĕ. Пушă вăхăта час-часах ресторан-кафере, театр-концертра, дискотекăра ирттерĕç…
Пĕр сăмахпа каласан, упăшки алă çинче йăтса çÿрĕ арăмне. Çавна май хăйне кăмăллакан, уншăн чĕрисене çунтаракан тус-юлташĕсене «асăрхамарĕ» вăл.
Хулари паллă салонра косметолог пулса тăрăшать Аля. Çавна май хăйне пăхса-тирпейлесе, прическине улăштарсах тăма тивет, питĕ ятуллă тумланать. Романтикăлла шухăш-туйăмлă хĕре килĕшет те çакă.
Пĕринче ĕç вĕçленсен Алевтина автобус чарăнăвне пырса тăчĕ. Кĕтмен-туман çĕртен чаплă иномарка пырса чарăнчĕ хĕр умне, руль умĕнчи кăмăллă та хавас йĕкĕт хĕре машинăна ларма йыхравларĕ, çитес çĕре хăвăрт илсе çитерме шантарчĕ. Пĕрре те шиклĕх туйăмĕ çуратмарĕ ăшă кулăллă каччă. Хĕрĕн пуçĕнче самантрах çакăн евĕр шухăш çуралчĕ: «Çакă вăл эпĕ тĕл пулас текен йĕкĕт, манăн ĕмĕтри принц».
Аля пачах та йăлăнтарса тăмарĕ, машина салонне кĕрсе те вырнаçрĕ.
– Мана Макс тесе чĕнеççĕ, эсĕ мĕн ятлă, пикеçĕм? – йăвашшăн та сăпайлăн калаçрĕ йĕкĕт.
– Алевтина.
– Тен, кăштах хула урамĕсемпе ярăнса çÿрĕпĕр; Каярах пĕр-пĕр кафене кĕрсе ларса çывăхрах паллашăпăр? – сĕнчĕ Макс.
Пике килĕшмесĕр тăма пултараймарĕ. Ăшшăн пуплекен, пĕр вĕçĕмсĕр шÿтлекен, хĕр чĕри патне çăмăллăнах çул хывма пултаракан каччă Альăна самантрах тыткăнларĕ. Питĕ лăпкă туйрĕ хĕр хăйне унпа юнашар.
Çак кунран ĕçне кашни кун килсе çÿреме, ресторан-кафесене, дискотекăсене илсе çÿреме пуçларĕ каччă. Кĕске вăхăтрах «ылтăн ăшне путарчĕ» хĕре.
Алевтина тусĕ ăçта ĕçленипе кăсăклансан лешĕ çапла хуравларĕ:
– Ан пăшăрхан, вăрланă укçа-тенкĕ мар.
Анчах та кăштах вăхăт иртсен Макс пач çухалчĕ, телефонĕ хурав памарĕ.
– Улталарĕ иккен, çухалчĕ. Мĕншĕн ытла шанатăп-ши çынна? – тарăхса шухăшларĕ Аля.
Икĕ эрне иртсен каçхине вăл такам хыттăн шакканăран шарт сиксе илчĕ. Общежити пÿлĕмĕн алăкне уçсан Макса асăрхарĕ. Ăна чечек çыххи тыттарнă май сывлăх сунчĕ те пÿлĕме васкарĕ лешĕ.
– Каçхи сывлăшпа киленсе уçăлса çÿрер-ха иксĕмĕр, – терĕ кăштахран.
– Эсĕ мĕншĕн çуран? – кăсăкланчĕ хĕр.
– Машинăна сутрăм, ан кулян, кĕçех урăххине туянăпăр.
Çак кунран каллех йĕп пек çухалчĕ вăл. Тăватă кун сас-хура пулмарĕ унран. Унтан каллех Альăн пÿлĕмĕн алăкне шаккарĕ. Куçĕсем салху, сасси шала кайнă, чунĕ пăлханчăк, хăй шурса кайнă.
– Укçа кирлĕ, тупса пар, тархасшăн, унсăрăн мана вĕлереççĕ, – пĕлтерчĕ пысăк суммăна асăннă май.
– Ун чухлĕ укçана ăçтан тупăп?!
Юлташĕсемпе, тантăшĕсемпе çыхăнса, йăлăна-йăлăна кирлĕ чухлĕ укçа-тенке тупса пама пултарчĕ вăл.
Тепĕр кунне Макс пысăк тортпа пырса кĕчĕ, Альăна кивçенне парса татрĕ. Вĕр çĕнĕ чаплă автомашинăпа килнĕ хăй.
Çулталăк ытла туслă çÿрерĕç çамрăксем. Каччă çухалса çÿренĕ, хĕртен укçа-текнĕ илсе ăна тавăрса панă тĕслĕхсем черетленсех пычĕç çак тапхăрта. Çак хушăра мĕн чухлĕ пăшăрхану, вĕчĕрхенÿ, савăнăç, телей туйăмĕсене тÿссе ирттерчĕ хĕр. Çÿçĕсем шуралма пуçларĕç унăн, малтанхи лăпкă та тăнăç пурнăçшăн тунсăхлама пуçларĕ.
Пĕр кунĕнче вара вăрттăнлăх çиеле тухрĕ-тухрех. Макс – азартлă вăйăсен тарçи. Аля хăйшĕн çывăх пулса тăнă йĕкĕте киревсĕр те хăрушă йăларан хăпма, мĕн пуррипе çырлахма, телейлĕ те лăпкă пурнăçпа пурăнма хистерĕ.
Малашне вăйăсенчен пăрăнма шантарчĕ çак калаçу хыççăн Макс. Вăл хистенипе Аля каччăн хваттерне куçрĕ, çырăнмасăрах пĕрле пурăнма пуçларĕç вĕсем. Арçын ĕçе те вырнаçсан пурнăç тинех майлашăнса кайнăн туйăнчĕ хĕрарăма. Анчах та нумаях пурăнаймарĕ мăшăр телейлĕ пурнăçпа, кăштахран Макс каллех малтанхи çул çине тăчĕ. Тепĕр хут вутсăр çулăмпа çунма пуçланă Алевтина малашлăхра мĕнле утăм тумаллине пĕлмерĕ, пуçĕ йывăр шухăшсемпе тулчĕ. Кĕçех йывăр çын пулнине туйрĕ çамрăк хĕрарăм. Çак ырă хыпара пĕлтерсен, тен, улшăнĕ мăшăрĕ.
Алевтина ача кĕтнине пĕлсен, чăн та, улшăнчĕ Макс. Чи малтанах çамрăксем ЗАГСа кайса çырăнчĕç. Пурнăçне йăлтах улăштарчĕ çак кунран арçын. Кĕçех мăшăр хулари хваттерне сутса ячĕ те никама та пĕлмен тата палламан вырăна – Максăн ватă кукамăшĕ пурăннă яла куçса кайрĕ, кунта çĕнĕ çурт çĕклерĕ.
Вăхăт иртнĕ май Макс хăйĕн ĕçне йĕркелесе ячĕ, Алевтина тĕнчене килнĕ йĕкĕр ачисене пăхать. Хула пурнăçĕ, шавлă дискотекăсем, пуянлăх, чап… илĕртмеççĕ халь çамрăксене. Чи кирли – çемьере лăпкăлăх та юрату, ăшăлăх хуçалантăр, кашнинех сывлăх пултăр. Çакăнтан пысăк пуянлăх тата телей çук пулĕ пурнăçра.
Елена ПЕТРОВА.