Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе йăлана кĕнĕ черетлĕ канашлăвне ирттерчĕ.
Николай Петрович канашлу пуçламăшĕнчех юлашки вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах çиеле тухакан проблема – йăлари хытă каяш пирки хускатрĕ. Халĕ ĕнтĕ площадкăллă контейнерсем вырнаçтарас тĕлĕшпе хĕрсех ĕçлемеллине палăртнă май, ку енĕпе Таяпа Энтрисен тĕслĕхне ырларĕ, ял пуçлăхĕсене вĕсен «проектне» /хаçатра çырнăччĕ/ ĕçе кĕртмеллине çирĕплетсех каларĕ.
– Çуркунне çывхарасса кĕтмелле мар, паянах тăрăшмалла ку ыйтупа, – лартрĕ тĕллев район администрацийĕн пуçлăхĕ. – Ытти чухнехи пекех пирĕн ку ĕçе чи малтан туса пĕтермелле. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçне те йĕркелесех тăмалла.
Асăннă ыйту тавра «МВК «Экоцентр» ОООн Канашри уйрăмĕн «Экология» сахал яваплă обществăн техника директорĕ Виталий Жураев, Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова та чарăнса тăчĕç. Çÿп-çап турттарса тухма района 2 КАМАЗ автомашина уйăрнă. Графикпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ ĕç ку тĕлĕшпе, пĕчĕккĕн пулин те, лайăх енне сулăнни курăнать. Малашне тĕрлĕ ăпăр-тапăра уйрăммăн пуçтарса ăсатассипе те тимлемелле пулĕ.
Клиентсемпе ĕçлекен районти представитель хальхи вăхăтра справкăсем йышăнас, списоксем йĕркелес тĕлĕшпе ытларах ĕçлет. Ял çыннисем кунсерен йышлă кунта, чылай чухне тÿлев ыйтăвĕпе. Вулакансене «МВК «Экоцентр» ООО ярса паракан квитанцисене вăхăтра, кашни уйăхăн 20-мĕш числиччен тÿлемеллине аса илтересшĕн, кая юлсан хăш-пĕр йывăрлăхсем сиксе тухĕç.
2019 çула çирĕплетнĕ тарифпа Чăваш Енре пĕр çын пуçне çÿп-çапшăн 75 тенкĕ те 70 пус тÿлемелле пулĕ. Кÿршĕллĕ регионсенче тÿлев шайĕ çакнашкал: Тутарстанра – 73 тенкĕ те 90 пус, Мари Элта – 82,73 тенкĕрен пуçласа 85,86 тенкĕ таран, Мордовире- 84,90 тенкĕ, Ульяновск облаçĕнче – 101,07-119,04 тенкĕ, Саратов облаçĕнче – 117,21 тенкĕ. Ытти чылай регионта та тÿлев суммисем 100 тенкĕ патне капашаççĕ.
Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе иртнĕ çул мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Тĕрлĕ подразделенисемпе обществăлла организацисен тимлĕхне пула çивĕчлĕхсене вăхăтра сирсе яма тăрăшнă. Пĕрлехи вăйпа çулла кайăк-кĕшĕк грипне сарăлса кайма паман, чÿк уйăхĕнче командăпа штаб вĕренĕвне тивĕçлĕ шайра ирттернĕ. Çурхи шыв-шур кĕпер-плотинасене, çул-йĕре сиенлесрен пăхса тăрас тĕлĕшпе те тимлĕхе чакарман. Çапах та иртнĕ çул районта 20 пушарта 7 çын пурнăçĕ татăлнине шута илсен ниепле те лăпланма сăлтав çук. Профилактика мероприятийĕсене шкул ачисем хушшинче çеç мар, çитĕннисен йышĕнче те çине тăрса йĕркелени кирлĕ.
Çулталăкăн тĕрлĕ тапхăрĕнче нумайăшĕ кÿлĕ-пĕве ырлăхĕпе киленетпĕр те – асăрхануллă пулни вара нихăçан та ытлашши мар. Хăш-пĕр кăткăс мар правилăсене çеç пăхăнмалла. Çăмăлттайлăх никама та каçармасть.
Районта çулсерен ирĕклĕ пушар дружинисен ăмăртăвĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Иртнĕ çул чи пултаруллисем Лаш Таяпасем пулнă.
Канмалли кунсенче спорт декади иртнĕ май, унăн пĕтĕмлетĕвне «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов уçăмлатрĕ. Халăхăн пысăк йышне тĕрлĕ ăмăртăва явăçтарассипе уйрăмах Лаш Таяпа, Курнавăш, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тата вĕсенче вырнаçнă шкулсем нумай тăрăшнă. Вунăкунлăхра тĕпрен илсен спортăн 7 тĕсне мала хунă пулсан, йĕлтĕрпе вара пĕртен-пĕр чупу Елчĕкри вăтам шкулта çеç иртнĕ. Ытти ялсенче мĕн чăрмантарнă-ши? Хĕллехи спорт «патшине» хисепе хуманниех мар-и ку?
Районта паянхи кун тĕлне 10 хоккей площадки шутланать. Чылайăшĕнче вĕсенче çанталăк сивĕ енне сулăнсанах хатĕрленÿ ĕçĕсене пикенеççĕ. Халĕ çине-çинех турнирсем йĕркелеççĕ. Ярăнма кăмăллакансене те чăрмав çук. Кушкăпа Çĕнĕ Пăва ялĕсенче те асăннă спорт сооруженийĕсем тахçанах пур. Анчах вĕсенче ача-пăчан хаваслă сассине илтеймĕн: коробкăсем хĕлле юрпа тулса лараççĕ, çулла хыт хура ярса илет. Асăннă шкулсен ертÿçисем хушма спорт объекчĕсемпе темшĕн усă курма ăнтăлмаççĕ.
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те тишкернĕ.
Николай МАЛЫШКИН.