Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Турнирта – 20 команда!

Турнирта – 20 команда!

Кунашкалли районăн спорт историйĕнче пулманччĕ-ха. Хăйне кура рекорд! Юстици лейтенантне Владислав Лепешкина асăнса «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче ирттернĕ мини-футбол турнирне Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Тутарстанри Пăва районĕсенчен пĕтĕмпе 20 команда хутшăннă.

Кĕске биографирен:

В.Лепешкин 1993 çулта Исемпелĕнче çуралнă. Мускаври гуманитарипе экономика институтне пĕтернĕ. Футбол ăсталăхне Юрий Алексеев тренер патĕнче туптанă. Çар служби хыççăн ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче следовательте ĕçленĕ. 2010-2011 вĕренÿ çулĕнче «пысăк» футбол енĕпе шкул ачисен республикăри спартакиадинче Чăваш Ен Президенчĕн Кубокне çĕнсе илнĕ, мини-футболпа – 3-мĕш вырăн. Асăннă спорт вăййинче «Олимп» команда йышĕнче районта 5 хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă, «Чи лайăх вратарь» ята сахал мар тивĕçнĕ.

Командăсен шучĕ нумайран вăйăсене виçĕ спорт учрежденийĕнче – Аслă Пăла Тимешре, Кавалта, «Улăп» ФОКра ирттернĕ. Кашни ушкăнран икшер команда финалти вăйăсене Елчĕкри физкультурăпа сывлăх керменĕнче выляма тивĕçнĕ.

Спорт вăййисенче, уйрăмах мини-футболта, вăр-варлăхпа шухăшлавсăр ăнăçу пирки ĕмĕтленмелли çукрах. Ăс-тăнпа вăй-хала шайлашуллă пĕтĕçтерсе тупăшнисем вара палăрнă та. Малти икĕ вырăна хăнасем – Патăрьелти «Туслăх» тата «БТВ» командăсем йышăннă. «Тăрăм» /сăн ÿкерчĕкре/, «Лаш Таяпа» коллективĕсен 3-мĕшпе 4-мĕш позицийĕсем те çĕнтерÿпе танах, мĕншĕн тесен финал пайĕнче вĕсем пĕрлештернĕ командăсене хирĕç тăнă-çке. Тата: призерсем футболта пуян опыт пухнă, халĕччен пĕр хутчен мар мала тухнă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх уçă турнирта уйрăм номинантсене кубоксемпе хаклă парнесемпе чысланă. «Чи лайăх вăйăçă» ята «Тăрăм» командăри Андрей Федоров тивĕçнĕ. Евгений Яковлев /«Лаш Таяпа»/ – чи ăста хÿтĕлекен, Николай Николаев /«Була»/ – чи пултаруллă бомбардир. Сăмах май, асăннă атлетсем спортăн ытти енĕсенче те маттур. Василий Соловьев /«Тăрăм»/ чи шанчăклă хапхаçă пулса тăнă.

Владислав Лепешкин ячĕпе ирттернĕ ăмăртăва унăн тăванĕсем, тус-юлташĕсем, уйрăм пайтаçăсем, предприятисен ертÿçисем пулăшу кÿнипе питĕ пысăк шайра йĕркеленĕ. Пĕтĕм командăна вĕри апатпа тивĕçтернĕ.

Николай ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code