Халăх сăмахлăхĕ урлă ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентни – чи кирли. Эпир, воспитательсем, кулленхи ĕçре çак тĕллеве тĕп вырăна хурса тимлеме тăрăшатпăр та.
Халăх сăмахлăхĕ ачан ăс-тăн, шухăшлав, кăмăл-туйăм аталанăвĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Кĕçĕн çулхи ачасен пуплевне йĕркелес, аталантарас ĕçре пире фольклор пысăк витĕм кÿрет. Чăваш халăх йăпатмăшĕ ачан кăмăлне çĕклет, сăпка юррине те вăл çуралсанах илтет, тăнласа ăша хывать.
Халăх сăмахлăхĕпе усă курни ачана çĕнĕ ăнлавсене хăвăртрах астуса юлма çăмăллăх парать. Ÿссе аталаннă май ачан вăййисем те кăткăсланаççĕ, çĕнелеççĕ. Эпир вĕсен тавра курăмне ÿстерес тĕллевпе тăтăшах тĕрлĕрен хускану вăййисем йĕркелетпĕр. Чĕнÿ-йыхрав сăввисем ачасене çак вăйăсене хутшăнма хавхалантараççĕ. Вăхăта уçă сывлăшра ирттернĕ вăхăтра, тавралăха сăнаса калаçу йĕркеленĕ чухне те халăх сăмахлăхĕнчи илемлĕ, сăнарлă чĕлхепе калаçатпăр.
В.ГАВРИЛОВА,
Елчĕкри «Чебурашка» ача сачĕн воспитателĕ.