Кивĕ Арланкасси ялĕ районăн кăнтăр енчи лаптăкĕнче вырнаçнă. Тавралăх тĕлĕнмелле илемлĕ кунта – пырса кĕнĕ çĕрте кÿлĕ, пĕчĕк хыр вăрманĕ. Ялта паянхи кун 94 хуçалăх шутланать.
«Победа» колхоз ферминче ĕмĕрĕпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Мария Владимировна Веникова пирки сăмахăм. Тăрăшуллă ĕçшĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ сумлă ята тивĕçнĕ вăл, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн тата чылай медаль кавалерĕ.
Çирĕп те харсăр хĕрарăм Анатолий мăшăрĕпе 5 ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте – çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă салтаксем. Виççĕшĕ вара «хĕрÿ точкăсене» хутшăннă. Асли, Владимир, çар тивĕçне Афганистан Республикинче пурнăçланă. Шел пулин те, 1993 çулта пурнăçран сарăмсăр уйрăлчĕ вăл. Вениамин Чечен Республикинче службăра пулнă, йывăр чире пула 2017 çулта куçĕсене хупрĕ. Иван та Çурçĕр Кавказри хирĕç тăру витĕр тухнă. Шалти ĕçсен полковникĕ нумай çул Шупашкарта тăрăшнă, хальхи вăхăтра Мускав хулинче ĕçлесе пурăнать. Вениковсен ялта пурăнакан Алексей ывăлĕ мăшăрĕпе Галинăпа 3 ача çитĕнтереççĕ. Галина вĕрентекенре вăй хурать, çемье пуçĕ Мускава ĕçлеме çÿрет.
Захар КУЛИ.