Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > И.Комаров полпред – Чăваш енре

И.Комаров полпред – Чăваш енре

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа пирĕн республикăра пулса курнă. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕтсе илнĕ.

Чи малтанах вăл Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусне çитсе курнă.

Сăмах май, кадет корпусне кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта РФ Сывлăш-космос çарĕсем валли специалистсене хатĕрлеççĕ. Учрежденире – вăл вĕренÿ блокĕнчен, икĕ общежитирен, спорт залĕсенчен тăрать – кадетсене лайăх вĕренме, тавра курăмне анлăлатма, тĕрлĕ енлĕн аталанма кирлĕ пĕтĕм услови пур.

Игорь Комаров тата федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен кĕпĕрнаттăрĕсем Чăваш кадет корпусĕпе тĕплĕн паллашнă. Хăнасен ыйтăвĕсене кадет корпусĕн директорĕ Татьяна Казакова хуравланă.

Ун хыççăн федерацин Атăлçи округĕн патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе йĕркеленĕ «Гвардеец» вĕренÿ-методика центрĕн презентацийĕ иртнĕ. Игорь Комаров округра «КаДетство» проект пурнăçланнине аса илтернĕ. Çакăншăн республика ертÿлĕхне тав тунă.

Лайăх регионсен йышĕнче

РФ сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Яковлева Чăваш Енре РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канашĕн Шупашкарта иртекен ларăвне хутшăннă. Унта Атăлçи регионĕсенче медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатмалли ĕç-хĕле сÿтсе явнă.

Татьяна Яковлева республикăра пулнă май Çĕнĕ хула микрорайонта вырнаçнă 1-мĕш клиника тата Ача-пăча клиника больницисене, Гладков урамĕнчи Чăваш Республикинчи ача-пăча клиника больницисене çитсе курнă, сиплев учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, коллективпа, тухтăр патне килнĕ çынсемпе тĕл пулса калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code