Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Хора та çÿренĕ, спектакльсем те лартнă

Хора та çÿренĕ, спектакльсем те лартнă

Хам та пĕлместĕп, мĕншĕн пуçра асра юлнă çак самант. 1968 çулта эпир Елчĕкри культура çуртне хор репетицине пуçтарăнтăмăр. Юрлама пуçличчен маларах клуб директорĕ Анатолий Сардаев пĕр хитре кăна хĕрпе пирĕн ума тухса тăчĕ те: «Юлташсем! Сире эпĕ çĕнĕ работникпа паллаштарасшăн. Вăл халĕччен Тÿскел клубĕнче ĕçленĕ. Пĕр уйăх çурă хушшинче унта Н.Айзманăн «Савнă тусăм – хура куçăм» спектакльне питĕ ăнăçлă лартнă. Ун хыççăн ытти спектакльсене пĕрин хыççăн тепĕрне хатĕрлесе сцена çине кăларнă. Юрлама та, ташлама та ăста. Çамрăксем ăна питĕ юратаççĕ, хисеплеççĕ. Лайăх ĕçлекенскере кунта куçарнă. Халĕ хăйне сăмах паратăп», – терĕ.

«Эпĕ Нимфадора Ивановна Крылова, Комсомольски районĕнчен. 1963 çулта Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине театр уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Икĕ çул вĕреннĕ хыççăн пирĕн уйрăма Шупашкар хулине куçарчĕç. Унта тата икĕ çул вĕреннĕ хыççăн 1967 çулта алла диплом илтĕм. Халь эпĕ сирĕнпе ĕçлеме хатĕр», – терĕ вăл кĕскен кăна çепĕççĕн.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, вăл пире «Судра» спектаклĕн содержанийĕпе паллаштарчĕ. Кам мĕнле роль выляссине уйăрса пачĕ. Тăрăшса хатĕрлентĕмĕр, кĕске вăхăт хушшинче куракансене хамăрăн ăсталăхпа паллаштартăмăр. Ун хыççăн Петр Осиповăн «Айтар» пьесине хатĕрлеме пуçларăмăр. Нумай вăхăт хушши тăрăшрăмăр. Сăмахĕсене пăхмасăр тенĕ пекех вĕрентĕмĕр. Мĕншĕн тесен Аля Салабайкина суфлер пире сăмахĕсене çырса илсе лайăх вĕренмелле тесе çирĕп ыйтатчĕ. Пьесăри Айтар рольне Геннадий Мальков, Сетнере Анатолий Журавлев /Таяпа Энтри ялĕнчен – санэпидемстанци врачĕ/, Пинерпие Н.Крылова хăй, мăн кĕрÿ рольне Сергей Кушников, Ахтупай рольне Владимир Мудрецов вылярĕ. Ахтупай карчăкĕ – Тамара Указова /Акчел/, Пинерпи шăллĕ – Анатолий Сыков, мăн кĕрÿ рольне Николай Карлин /Аслă Елчĕк/, Сетнер амăшне Елена Семенова тата Нинăпа Шура Беляевăсем, Вальăпа Зина, Иван Ишмуратовсем, Володьăпа Лев Архиповсем, Людмила Мудрецова, Славик Агеев тата ыттисем те сăнарсене питĕ тĕлĕнмелле чаплă вылярĕç. Спектакль хыççăн залри халăх ура çине тăрса «Маттур, маттур!» – тесе алă çупрĕ. Культура пайĕн заведующийĕ Александр Миллин сцена çине тухса пурне те тав сăмахĕ каларĕ. Шупашкартан килнĕ представитель те пирĕн ĕçе мухтарĕ, малашне тата пысăк ăнăçусем тума сунчĕ. Ун хыççăн тата ытти пĕчĕк пьесăсем хатĕрлесе сцена çине тухрăмăр.

Н.Крылова пирĕнпе пĕрле хора, ансамбльсене те хутшăнатчĕ. Ташлама та вĕрентетчĕ. Астăватăп-ха, 12 хĕре «Змейка» ятлă ташă вĕрентрĕ. Ун чухне культура çуртĕнче костюмсем питĕ сахалччĕ. Çук тесен те юрать. Çĕннисене çĕлеме материалсем те сутмаççĕ. Эпир пусма шыраса Пăва хулине кайрăмăр. Тупса илсе килтĕмĕр те пĕр талăк хушшинче /кам хăй çĕленĕ, хăшĕ çынна çĕлеттернĕ/ формăллă пултăмăр, тепĕр каçхине çĕнĕ тум тăхăнса концертра ташларăмăр.

Питĕ тăрăшса, коллективпа килĕштерсе, общество ĕçĕсене хастар хутшăнса вăй хуратчĕ Нимфадора Ивановна. Çавăнпа та ăна 1969 çулта Елчĕкри комсомол райкомĕн секретарĕ А.Гурьева Хисеп грамоти парса чысларĕ. Унтан вăл республикăри «Искусствăна – халăха» фестивале хутшăнса ЧР Министрсен Канашĕн дипломне тивĕçлĕ пулчĕ.

1970 çулта кĕркунне Н.Крылова декретлă отпуска тухрĕ те упăшкипе пĕрле Шупашкар хулине куçса кайрĕ. Эпир, паллах, пултаруллă культура ĕçченĕ кунтан куçса кайнăшăн питĕ кулянтăмăр.

Юлашкинчен манăн Елчĕкри халăх театрĕнче вылякансене çирĕп сывлăх, ăнăçу сунас килет. Нихăçан ан сÿнтĕр ĕлĕк чĕртнĕ театрти вут-çулăм.

Елена СЕМЕНОВА.
Елчĕк ялĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: «Айтар» спектакльте вылянă артистсем /1968 çул/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code