Шăл пастин тюбикне 1892 çулта Америка ăсчахĕ Вашингтон Шеффилд стоматолог хирург шухăшласа тупнă.
Статистика палăртнă тăрăх, этем пĕр çулталăк хушшинче вăтамран 75 миллиграмлă 10 шăл пасти пĕтерет.
Шăл тухтăрĕ пулнă май вулакансене хăмăрăн сывлăхшăн тăрăшма ыйтас килет. Хистесе реклама паракан шăл пастине туянма ан васкăр, ку енĕпе чи малтан шăл тухтăрĕпе канашлăр.
Шăл пастисене 3 тĕрлĕ тĕп ушкăна уйăрма пулать: гигиенăпа тивĕçтерекеннисем, чир-чĕре асăрхаттараканнисем, сиплекеннисем. Çак ушкăнсене шăла çирĕплетекен, шуратакан, шăл çумне лĕкĕ ларасран асăрхаттаракан, ырă шăршăпа тивĕçтерекен тата ытти пахалăхлă шăл пастисем кĕреççĕ. Çав паха енсене пĕр тюбике пĕрлештерекен пастăсем те пулаççĕ. Анчах та «пур çĕрте те кăштах анчах» ăнлава тĕпе хурсан вĕсем уйрăм чăрмавлă енсемпе кĕрешсе çитерейменнине палăртмалла.
Уйрăмах пастăна ачасем валли туяннă чух тимлĕ пулăр, хăш та пĕр сĕнÿсене шута илĕр. Кĕçĕннисен шăлĕсем çирĕпленсех çитейменнипе вĕсене валли ÿсĕмне кура ятарласа хатĕрленĕ шăл пастисем анчах туянмалла. 4 çула çитичченхисем валли, шăлĕсем сиенленесрен асăрханса, пастăна фтор вуçех те хушмаççĕ. 4-8 çулсенчисем валли ăна кăштах /0,05 процент/, 8-14 çулхисем валли 0,14 процент таран хушаççĕ.
Шăлсене кунне 2 хут анчах тасатмалла. Çав вăхăтрах шуратакан пастăсемпе кунне пĕр хутран ытла усă курма юрамасть – унсăрăн шăлăн çиелти хытă сийĕ аманма пултарать. Шуратакан шăл пастипе усă курас умĕн шăлсем пурте сывă пулнине тĕрĕслемелле, енчен те кариес аталанма пуçланă пулсан шуратакан шăл пастипе вăл тата та вăйлăрах аталанма пуçлать. Бактерисене хирĕç кĕрешекен пастăсемпе те 2-4 эрнерен ытла усă ан курăр, çак вăхăтран ăна урăххипе улăштармасан çăварти микрофлора улшăннăран кăмпасем ?грибок/ ĕрчеме пултараççĕ.
Шăл щеткине те тĕрĕс суйлăр. Ку ыйтупа шăл тухтăрĕсемпе канашлăр, çакă шăлсене çирĕп те сывă упрама пулăшать.
Е.ХУШКИНА,
Аслă Пăла Тимешри тухтăр амбулаторийĕнчи шăл тухтăрĕ.