Кушкăри вăтам шкулти ачасен сывлăхĕшĕн поварсем те куллен тимлеççĕ. Вĕсене тутлăхлă та паха апат-çимĕçпе сăйлас тесе хăйсен ăсталăхне шеллемеççĕ. Зоя Баринова çак профессипе 23 çул тăрăшать. Малтанах Аслă Пăла Тимешри ача садĕнче поварта ĕçленĕ, халĕ вуннăмĕш çул шкул ачисене тутлă апат-çимĕçпе сăйлас тесе тимлет.
Повара пулăшакан Людмила Антонова кунта тăватă çул ытла тăрăшать. Иккĕшĕ те хăйсене шанса панă яваплă ĕçе пĕлсе, СанПин требованийĕсене пĕлсе пурнăçлаççĕ.
2014 çулта столовăйне çĕнĕ оборудованипе пуянлатнăранпа пушшех ĕçлеме кăмăллă вĕсене. Менюна улăштарсах, çĕнетсех тăраççĕ. Шкул ачисем поварсен ĕçĕпе кăмăллă, вĕсем кунне икĕ хутчен апатланаççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: З.Бариновăпа Л.Антонова.