Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аваллăха тĕпчекен

Аваллăха тĕпчекен

Владимир Иванов /Алмантай/ – юлашки çулсенче палăрнă таврапĕлÿçĕ-тĕпчевçĕсенчен пĕри. Хĕрлĕçыр ялĕнче çут тĕнчене килнĕскер, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула, Сĕнтĕрвăрринчи 9-мĕш номерлĕ профессипе техника училищине, Хусанти патшалăх педагогика институтне, Мускаври Славян культурин патшалăх академине пĕтернĕ. Совет Çарĕнче службăра тăнă.

Владимир Алмантай – республикăри «Сувар» Общество организацийĕн ертÿçи, сувары.рф сайт йĕркелÿçи. Вăл пуçарнипе 2007-2008 çулсенче сăвар-пăлхар-чăваш халăхĕн X-XIII ĕмĕрсенчи пурлăх культурине, çавăн пекех Чăваш Ен, Тутарстан тата Чулхула облаçĕн территорийĕсенчи XIV-XVIII ĕмĕрсенчи вил тăпри палăкĕсене тĕпчес тĕлĕшпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе, Тутарстанри Пăлхар хулинчи историпе архитектура музей-заповедникĕпе пĕрле наука экспедицийĕсем ирттернĕ. Тăван ял историйĕпе те хытă кăсăкланать, ăна тĕпчет. Вăл Кив масар вырăнне тупса тĕпчес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ.

Владимир Николаевич хăй чунпа парăннă ĕçе ăслăлăх статйисенче нумай çутатать. Çавăн пекех сакăр кĕнеке авторĕ: «Сувары – предки чувашей», «Кто мы – суваро-булгары или чуваши?», «Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значение» т.ыт.те. Юрийпе Сергей Ювенальевсемпе пĕрле темиçе кĕнеке кăларнă.

В.Алмантай – В.В.Николаев, Вырăк сăвар кнеçĕ ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Ăна «Мухтав», «Хисеп» паллисемпе чысланă. Несĕлсен чун, кăмăл-сипет тата пурлăх культурине тĕпчессине, халăх культурине, йăли-йĕркине çĕклессине тĕп тĕллев тесе шутлать В.Алмантай.

Н.Смирнова «В.Алмантай: «Хамăр халăх кун-çулне çуррине те пĕлместпĕр» /«Хыпар», 22.01.2016/:

– Владимир Николаевич, мĕн тапратса ячĕ сана çак ĕçе пуçăнма?

– Çакăншăн пĕтĕмпех атте «айăплă». Вăл – Николай Иванович – Тăрмăшри вăтам шкулта географипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах чăваш йăли-йĕркипе те питĕ хытă кăсăкланнă. Ял, йăх кун-çулне, историне çырса пынă. Сăмах май, эпир иксĕмĕр те пĕр институтра, пĕр факультетрах вĕреннĕ. Мана хăш-пĕр предметпа аттене ăс панă преподавательсемех вĕрентрĕç. Ун чухне вĕсем самай ватăччĕ ĕнтĕ…

– «Сувар» фонд пайташĕсем 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче хăйсен пухăвĕнче Сувар кодексне йышăннă.

– Халăх йăли-йĕркине, чăвашлăха тĕнчере çухатмасан çеç упранса юлать, çавăнпа йышăнтăмăр та Сувар кодексне. Унта тĕп 12 шухăша палăртнă.

– Сувар арĕсем тата мĕнле ĕçсемпе палăрнă-ши?

– Несĕлсем авал пурăннă вырăнсене тухса çÿресси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ пулнă хутлăха пысăк ушкăнпа темиçе хутчен те çитсе килнĕ. 2014 çулхи октябрь уйăхĕнче Тутарстанри Пÿлер таврашĕнчи Валем хуçа çăлĕ патне Юпа лартрăмăр…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code