Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сумлă механизатор

Сумлă механизатор

Патреккел тăрăхĕнче хастар ĕçĕпе, ырă кăмăлĕпе ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар.

Петр Иванович Выйгетов 5 ачаллă йышлă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕ – Иван Андреевич тăван колхозра уй-хир бригадинче ĕçленĕ, амăшĕ – Анна Прокопьевна хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама хутшăннă. Ашшĕпе амăшĕн пысăк тăрăшулăхне курса пилĕк ывăлĕ мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăннă, яваплăха туякан çынсем пулса çитĕннĕ.

1947 çулта Петр пуçласа шкула кайнă. Ытти ачасем пекех çуллахи каникулта колхоз ĕçне хутшăннă: лашапа утă-улăм, тырă турттарнă, сухаланă ана çинчи тăпра чăмаккисене ватса тикĕсленĕ.

Аслă пиччĕшĕ тракторпа çÿренине курса ăмсаннă шăллĕ – унăн та тимĕр ута пăхăнтарас килнĕ. Лешĕ тракторне юсама тата пăхса тăма хушсан мĕн тери савăннă кĕçĕнни. Çакăншăн пиччĕшĕ ăна трактор рулĕ умне те ларткаланă. Мĕн тери хĕпĕртенĕ çак самантсенче Петя!

– Эпир çамрăк чухне ялта механизатор сумлă çын шутланнă. Ватти-вĕтти хисеплетчĕ ăна. Арçын ачасен пысăк пайĕ ÿссе çитĕнсен шофер е тракторист пулма ĕмĕтленнĕ, – аса илет Петр Иванович.

Шкул хыççăн вăл ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе тракторист-водитель профессине алла илет. Пĕр çул колхозра тăрăшнă хыççăн çар ретне тăрать – служба тивĕçне Украина Республикинчи Мукачево хулинче пурнăçлать. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлнĕрен, тÿрĕ кăмăлĕшĕн Выйгетов салтак командирсемпе пĕрле службăра тăракансем хушшинче пысăк хисепре пулнă. 1962 çулта тăван яла таврăнать вăл. Успени праçникĕ кунĕ салтака кайичченех куç хывнă, чунĕ савнă пикепе – Элекçей Тимеш ялĕнчи Зоя Гурьяновăпа пĕрлешсе çемье тĕвĕлеççĕ вĕсем. Юратнă чĕресем каччă салтакра тăнă вăхăтра кашни эрнерех пĕр-пĕрин патне çырусем çырса чунĕсене ăшăтнă. Çамрăклăх шăпи Зойăна Хусан хулине илсе çитернĕ. Вăл крановщица профессине алла илсе стройкăра чылай вăхăт ĕçленĕ. Унăн сăнĕ хулари Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Кашни çул тенĕ пекех Мухтав хучĕсемпе наградăланă ăна, хаклă парнесем парса чыс тунă. Петрпа мăшăрлансан хĕр яла таврăннă, тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Ял халăхне хаçат-журнал та валеçнĕ, колхозри севок, сухан, кăшман пайĕсенче пилĕкне авнă, каярах пенсие тухиччен шкулта техслужащи пулса ĕçленĕ. Шел пулин те, пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ вăл /йывăр тăпри çăмăл пултăр/.

Петр Иванович мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Прогресс» хуçалăхра вăй хунă. Ака-суха тунă, уй-хиртен утă-улăм, хĕллехи кунсенче вăрмантан вутă турттарнă. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе кама кăна тракторист профессине алла илме çул уçман-ши вăл; Тивĕçлĕ канăва тухсан та колхоз ĕçне хастар хутшăннă: ферма кĕтĕвне пăхнă, ял халăхĕ те хăйĕн выльăхне пăхма шаннă ăна.

Ĕçне кура чыс, хисеп. Петр Выйгетов ĕçри çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ ята, Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп хутне, ытти наградăсене тата тав сăмахĕсене тивĕçнĕ. Чи кирли тата хакли уншăн – халăх хисепĕ. Çын хушшинче çын пек пулнăшăн, çамрăк ăрăва ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарнăшăн, пурнăçа юратма тата теприне хисеплеме пĕлнĕшĕн чăнипех те ырă ятлă вăл.

Петр Ивановичпа Зоя Григорьевна 3 ачана чун панă, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ашшĕпе амăшĕ ĕçрен ÿркенменни, пĕр-пĕрне юратса тата хисеплесе пурăнни вĕсенче вăй хушнă, пурнăç çулĕпе шав малалла утма хавхалантарнă. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, хăйсен пурнăçĕнчи вырăнне тупнă, çемьеллĕ. Игорь Хусанти энергетика техникумĕнче мастерта тăрăшать, Таньăпа Марина – педагогсем, иккĕшĕ те Канашра ĕçлесе пурăнаççĕ.

Паян та ĕçрен ÿркенмест Петр Иванович, кил хуçалăхĕнче, пахчара кĕштĕртетет, ачисемпе, 2 мăнукĕпе, пĕр кĕçĕн мăнукĕпе савăнса тата хавхаланса пурăнать.

Т.ТРОФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code