Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район кун-çулĕнчи паллă тапхăрсем

Район кун-çулĕнчи паллă тапхăрсем

1927 ç. ВЦИК Президиумĕн 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшỹллĕн Кĕçĕн Елчĕк районне йĕркеленĕ. Советсен организациллĕ 1-мĕш съезчĕ юпа уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче иртнĕ.

1928 ç. Районта 32 ял канашĕ, 7 колхоз, çĕре пĕрле ĕçлесе хатĕрлекен 8 юлташлăх шутланнă. Çавăн пекех 875 промысла çуртне, çăм атă йăвалакан 196 çынна, 156 платника, 35 столяра шута илнĕ.

1929 ç. Кĕçĕн Елчĕк ялне пĕрремĕш трактор килнĕ.

1930 ç. Кăрлачăн 5-мĕшĕнче СССР Тĕп ĕçтăвкомĕ тата Совнаркомĕ «Социализмла ял хуçалăхне çĕнетсе тĕреклетессипе палăртнă мероприятисем тата кулаксемпе кĕрешесси çинчен» йышăну кăларнă. Колхозсем тăвас ĕçе хăвăртлатма района 25 пин шучĕпе рабочисем килнĕ.

1932 ç. Çурла уйăхĕнче район хаçачĕ — «Колхоз ялавĕ» (халĕ — «Елчĕк ен») тухса тăма тытăннă.

1935 ç. Нарăс уйăхĕнче районта МТС йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш директорĕ — А.П. Эльмаков. Çав çулах района «ХТЗ» йышши 25 трактор, ытти техника килсе çитнĕ.

1935 ç. Ял хуçалăхĕнчи çитĕнỹсемшĕн Энтепери С.П.Петров ячĕпе хисепленекен колхоз председательне А.В.Табакова тата Елчĕк МТСĕн трактористне Д.П.Павлова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнчи Чăваш АССР ЦИК Президиумĕн йышăнăвĕпе Кĕçĕн Елчĕк районĕ яланлăхах Елчĕк районĕ пулса тăрать.

1941-1945 ç.ç. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине 7 пин ытла çын хутшăннă, çуррине яхăн фронтран таврăнайман.

1946 ç. Районта куçса çỹрекен сасăллă киноаппарат ĕçлеме пуçланă.

1967 çулта района, Ленин ячĕллĕ колхоза Асăну ялавĕсем парса чыс тунă.

Района патшалăхăн электросетĕнчен яланлăх электроэнерги парса тăма тытăннă. Районти пĕтĕм яла электричествăпа тивĕçтерес ĕçе икĕ çулта вĕçленĕ.

«Победа» колхозăн председательне В.Зайцева 4 хутчен, И.Михайловский бригадира, «Слава» колхозри А.Дмитриев, «Прогресс» колхозри Н.Чернов механизаторсене СССР Аслă Канашĕн, Ленин ячĕллĕ колхозри ферма заведующине А.Архилинăна РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕсене суйланă.

2002 ç. Чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче район центрĕнчи АГРСа çут çанталăк газĕ çитнĕ. Икĕ çул хушшинчи тапхăрта газ валеçекен пăрăхсене 440 çухрăм хывнă, 6678 çуртпа хваттере газ кĕртнĕ.

2007 çулта районти мĕнпур яла асфальтлă çул çитнĕ. Кашни ялтах урамсене хытарнă çул сарас ĕç анлăн сарăлнă. 2017 ç. 67350 тонна (рефракци — 4,2 процент) тыр-пул пухса кĕртнĕ. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç — 30,5 центнерпа танлашнă.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкци тума, ял хуçалăх техники туянма патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе кăçалхи 9 уйăхра 16 миллион та 785 пин тенкĕлĕх усă курнă.

Федераци тата республика бюджечĕсенчен районти çул-йĕр инфраструктурине тытса тăма 94,3 миллион тенкĕ, 2016 çулхипе танлаштарсан икĕ хут ытларах, укçа-тенкĕ уйăрнă. Ялсен тулашĕнчи вырăнти çулсене (137,1 çухрăм) тата ялсемпе иртекен çулсене (182 çухрăм) тытса тăма 12,9 миллион тенкĕ уйăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code