Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кивĕ сăн ỹкерчĕк аса илтерет

Кивĕ сăн ỹкерчĕк аса илтерет

1935 çулта тунă çак сăн ỹкерчĕкре Чăваш Республикинчи малта пыракан ял хуçалăх ĕçченĕсене куратпăр, вĕсем хушшинче пирĕн район çыннисем те пур.

Иккĕмĕш ретре тăракансем хушшинче: сулахайран иккĕмĕшĕ — Емельян Никитич Чернов, сылтăмран тăваттăмĕшĕ — Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ Деомид Павлович Павлов, пиллĕкмĕшĕ — Максим Стахеевич Стахеев. Вĕсем виççĕшĕ те Елчĕк ялĕнчен, пурте Елчĕк МТСĕнче трактористра вăй хунă.

Пĕрремĕш ретре лараççĕ: сылтăмран пĕрремĕшĕ — Кавалти «Комбайн» колхоз председателĕ Сергей Павлович Павлов, иккĕмĕшĕ — Акчелĕнчи Тимирязев ячĕллĕ колхоз председателĕ Арсений Антонович Скворцов.

Çак сăн ỹкерчĕк Елчĕк ялĕнче пурăннă Венямин Емельянович Чернов çемйинче упраннă. Владимир Московский таврапĕлỹçĕ ăна Елчĕк МТСĕн историйĕпе çыхăннă хутсен пуххинчен суйласа илсе редакцие илсе килсе панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code