Тĕнчере чи анлă сарăлнă инфекци чирĕсенчен пĕри – туберкулез. Ытларах чухне вăл сывлав органĕсене сиенлет. Тавралăха туберкулез патакки чирлĕ çынсен е чĕрчунсен шăкĕ, сурчăкĕ, сĕчĕ, пÿрĕ урлă сарăлать. Вăл пÿрлĕ вырăнта эрни-эрнипе, уйăхĕ-уйăхĕпе пурăнма пултарать. Сывă çынна лексен пур микроб та чире пуçарса яраймасть. Вăл микробсен хисепĕнчен, организмăн чире хирĕç кĕрешес шайĕ мĕнле пулнинчен тата ытти пулăмсенчен килет. Юлашки вара ĕçпе канăва мĕнле йĕркеленипе, апат-çимĕç пахалăхĕпе тачă çыхăннă. Малтанах çын хăй чирленине туймасть те. Ваттисем юлашки вăхăтра тăтăшах ÿсĕрнине пирус туртнипе, шăнса пăсăлнипе, çулсем иртнипе çыхăнтараççĕ, çавăнпа медицина пулăшăвĕ ыйтма та пымаççĕ. Каçсерен кĕлетке тарлани, температура ÿсни, час ывăнни, вăй çукки ытти чирсемпе чирлесен те палăрать. Çавăнпа вĕсем хăйсене туберкулез лекнĕ тесе шутламаççĕ. Чире кая юлса тупса палăртсан ăна сиплесси патшалăхшăн та, çемьешĕн те хака ларать.
Раççей Сывлăх министерстви хушăвĕпе килĕшÿллĕн, ача-пăча учрежденийĕсенче, шкулта, суту-илÿре, апат-çимĕç предприятийĕсенче, сĕт-çу фермисенче ĕçлекенсен, общежитисенче пурăнакансен, ÿпке чирĕсемпе чирлекенсен, бомжсен, 40 çултан иртнисен, психика, алкоголизм, наркомани, гормоналлă препаратпа чылай вăхăт сипленнисен çулталăкра пĕр хутчен флюорографи пăхтармаллах. Мĕн-ха вăл ФЛГ тĕрĕслевĕ; Вăл – рентген пăхни. Çак мелпе пăхса туберкулеза çеç мар, тĕрлĕ шыçă, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене малтанхи тапхăртах тупса палăртма пулать.
Ку сиенлĕ мар. Шалти органсене ФЛГ пăхнă чухне çын илекен рентген пайăркисен шайĕ çав тери пĕчĕк. Пиртен чылайăшĕ ФЛГ витĕр тухни сывлăхшăн сиенлĕ тесе шутлать. Çав вăхăтрах куллен 20-30 пирус туртса сывлăха сиен кÿни çинчен пуçа та илмест.
Çывăх вăхăтра пирĕн района республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансертан ФЛГ машинисем килеççĕ. Вĕсем график тăрăх районти пур яла та çитеççĕ.
Хисеплĕ вулакансем! Хăвăр сывлăхăра тĕрĕслеттерĕр, тус-пĕлĕшĕрсене, тăванăрсене ФЛГ тĕрĕслевĕ çинчен ăнлантарса парăр. Енчен те тĕрĕслев хыççăн эсир врач патне йыхрав илтĕр пулсан, пĕр тăхтамасăр больницăна килĕр.
Л.КАПЛАМОВА,
районти поликлиникăн заведующийĕ, фтизиатр врач.