Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Çитменлĕхсене те пытарман

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашĕн 48-мĕш сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет тунă.

Пурăнмалли çурт-йĕр строительстви чакни çинчен каланă май Олег Алексеевич ял ипотеки çинчен чарăнса тăнă. Пĕчĕк процентпа кредит уйăрассине йĕркеленĕ, анчах Чăваш Енри ялсенче ипотекăпа туянма çĕнĕ çуртсем çук иккен. Ку енĕпе ĕçлемелле. Çав шутра — нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр майпа панă çĕр лаптăкĕсенче те. Авари пулма пултаракан çуртсенче пурăннă çынсене кивелме пуçланă иккĕмĕш рынокри хваттерсемпе тивĕçтернине регион ертÿçи ырламасть. Строительство министерствине вăл çак категорие çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерме тăрăшмалли çинчен асăрхаттарнă.

Социаллă тÿлевсен

виçине те Чăваш Енре сыхласа хăварнă.

Çак мерăна ЧР Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе вăя кĕртме май килнĕ. Иртнĕ çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе пирки ыйту çĕклесен Олег Николаев ăна чакарма чарнăччĕ. Регион ертÿçин пуçарăвне каярахпа республика саккунĕсенче çирĕплетрĕç. Çавна май 2021 çулта социаллă тÿлевсен виçине те сыхласа хăварма май килнĕ, мĕншĕн тесен вĕсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене тĕпе хурса палăртаççĕ. Маларахри çулсенче, Олег Николаевăн пуçарăвĕ вăя кĕриччен, республикăра пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе кварталтан квартала улшăнса тăнă.

Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе

Кăçал пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене иртнĕ çулхинчен кая мар хăварма йышăннă.

2021 çултан пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çĕнĕ меслетпе шутлама пуçлаççĕ. Ăна вăтам тупăша /ĕçлекен граждансен çур пайĕн тупăшĕ çак виçерен пысăкрах, çуррин пĕчĕкрех/ тĕпе хурса палăртаççĕ. Çĕнĕ меслетпе килĕшÿллĕн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен тата вăтам тупăшăн виçин шайлашăвне 2021 çулта 44,2 процент чухлĕ çирĕплетнĕ. Ăна 5 çулта пĕрре пăхса тухаççĕ. Çапла майпа пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе граждансен тупăшĕнчен килет. Халăхăн тупăшĕ ÿснĕ май вăл та хăпарать. Çав вăхăтрах кăçалхи пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех пулма пултараймасть. Сăмах май, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене сахаллатма чарнă йышăну вăйра тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code