Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Теприн чысне ан варала!

Теприн чысне ан варала!

Экстремизм – радикализмăн пĕр тĕслĕхĕ пулнă май çĕршывшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Вăл «эпир тата вĕсем» принципа тĕпе хурса нацисене «лайăххисем тата япăххисем» çине пайлама хистет, халăхсен хушшинче курайманлăх çуратать.

«Начаррине» хĕсĕрлемелли тата тĕп тумалли мелпе анлăн усă кураççĕ вĕсем, çак ĕçе ытларах çамрăксене явăçтараççĕ.

Халăх, уйрăмах çамрăксен хушшинче ăнлантару ĕçĕсем йĕркелес, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма хистес тĕллевпе хальхи вăхăтра «Курайманлăхпа хирĕçÿ валли вырăн çук» ятпа пĕр эрнелĕх акци пырать. Çак тапхăрта йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем шкулсенче, культура учрежденийĕсенче пулса çамрăксемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, обществăна хавшатакан экстремизмпа терроризм, ытти киревсĕрлĕх пирки ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ.

Экстремизм шухăшĕсене халăх хушшинче, социаллă сетьсенче сарасран, çынна курайман çынсемпе çыхăну тытасран асăрханмалла. Ку енĕпе саккун çирĕп. Курайманлăх е тăшманлăх çуратас, национальность паллисене кура çынсен ушкăнĕн чысне варалас шухăшлă е тĕллевлĕ çынсем РФ Уголовнăй кодексĕн 282 статйипе килĕшÿллĕн айăпланаççĕ.

Н.БАЙДУГАНОВ,
районти полици пайĕн сотрудникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code