Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хамăрăн сыхланмалла

Хамăрăн сыхланмалла

ВИЧ-инфекци эпидемийĕ паян сывлăха сыхлас, çын правине хÿтĕлес тата аталантарас ĕçри, социаллă сферăри чи пысăк та çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.

ВИЧ-инфекци чирĕнчен хÿтĕленесси шăнса пăсăласран сыхланассинчен те çăмăлрах.Чи кирли – организма ытти çыннăн инфекциллĕ шĕвекне кăна лектермелле мар.

Çак хăрушă чир ан сарăлтăр тесе районта 4737 çынна тĕрĕслев витĕр кăларнă. Кăçалхи 10 уйăхра ВИЧ-инфекцийĕ ертнĕ 4 çынна – /2 хĕрарăм Лаш Таяпа,1 хĕрарăм Çирĕклĕ Шăхаль, 1 арçын Тăрăм ял тăрăхĕсенчен/ регистрациленĕ.

Районĕпе 41 çын çак хăрушă чирпе чирлине регистрациленĕ пулсан, вĕсенчен 5-шĕ вилнĕ. Хальхи вăхăтра диспансер учетĕнче 30 çын тăрать. ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕсенчен 8 ача çуралнă. Чирлисенчен ытларахăшĕ ĕçсĕр. Чире ытларах ар çыхăнăвĕ урлă ертни паллă. ВИЧ-инфекцийĕнчен хÿтĕленесси ытларах хамăртан кăна килет. Çавна май кирек кам та, ята палăртмасăр та, ВИЧ-инфекципе чирлипе чирлĕ маррине юн парса тĕрĕслеме пултарать.

И.УБАСЕВА,
Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел территори управленийĕн эпидемиолог врач пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code