Элпуçĕнчи Ильинсен çурчĕ умне пырса чарăнсанах сăмсана техĕмлĕ кукăль шăрши кăтăкларĕ. Ăшă кăмăллă, уçă чунлă, тарават кил хуçи хĕрарăмĕ яланхи савăк куллипе кĕтсе илчĕ.
– Кĕрĕр, кĕрĕр, – терĕ вăл.
Кил-çурт таврашĕпе картишĕнче, пÿртре илемпе тирпей хуçаланни кунта ĕçчен хуçасем пурăннине çирĕплетрĕ.
– Паян ачасем килеççĕ, çул çинчине пĕлтерсе шăнкăравласа ячĕç, – тесе Нина Николаевна вĕри кăмакаран пиçсе çитнĕ кукăльсене кăларма пуçларĕ.
Çав вăхăтрах кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçласа кĕнĕ мăшăрĕ умне тин анчах пиçнĕ яшка антарса хума та ĕлкĕрчĕ.
Амăшĕпе ашшĕ, асламăшĕпе кукашшĕ патне тăван яла хула шавĕнчен канма тата пулăшма килекен ачисен çемйисене яланах вĕри апатпа тата хĕвел пек сарă кукăльсемпе кĕтсе илет тарават хĕрарăм…
Нина Николаевна 1955 çулта Тĕмерте çуралса ÿснĕ. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан хĕр ача кашни мероприятие хастар хутшăннă, активисткăсенчен пĕри пулнă. Ялта 8 çул вĕренсен вăл Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкула вĕренме кайнă. Çакăнта паллаштарнă та ĕнтĕ ăна шăпа пулас мăшăрĕпе. Владимир Ильин хаваслă та ырă хĕре тÿрех кăмăлланă. Чылай çул таса туслăха упранă хыççăн пĕрлешнĕ вĕсем: килĕшÿллĕ çемьере икĕ ывăл та пĕр хĕр – Родион, Андрей, Василиса – ÿссе çитĕннĕ, ачисем пурте çемьеллĕ.
Н.Ильинăна районта чылай çын пĕлет. Тăрăшуллă та хастар ĕçĕпе палăрнă вăл халăх хушшинче. Нина шкул хыççăн Канашри финанс техникумĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăнах 7 яла пĕрлештерекен «Знамя» хуçалăха бухгалтер пулса ĕçлеме илнĕ ăна, кунта 2 çул тăрăшсанах тĕп экономист ĕçĕсене пурнăçлама шаннă. 1990-2001 çулсенче «Восход» колхозăн тĕп бухгалтерĕнче тăрăшать. Производствăна çирĕп пĕлекен пултаруллă ĕçчене район центрĕнчи ертÿçĕсем те асăрханă – райадминистрацин контрольпе ревизи пайĕн начальникĕн çумĕнче ĕçлеме йыхравланă, унтан райадминистрацин тĕп бухгалтерĕ пулма çирĕплетнĕ. 2006 çулта Нина Ильинăна ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шансан хĕрарăм районти пĕтĕм ял хуçалăх аталанăвĕшĕн яваплă пулса тăрать. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупса килĕшÿре ĕçлеме пĕлекен, кашнинех чун-чĕререн пулăшма ăнтăлакан ертÿçĕн хисепĕ ÿссех пырать. Ку тапхăрта районăн та малтанхи кăтартăвĕсем ÿссех пыраççĕ – çитĕнÿ çине çитĕнÿ туса Елчĕксем малтисен ретĕнче тăраççĕ.
Ĕçне кура хисепĕ. Н.Ильина «Районти чи лайăх экономист», «Районти чи лайăх бухгалтер», Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсене, ытти чылай наградăна тивĕçет.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Нина Ильина.