Асаилÿ
1940 çулта 7 класс пĕтерсен художество училищине вĕренме кайма шутланăччĕ, ÿкерме юрататтăмччĕ. Анчах çак вăхăтра Указ тухрĕ, малалла укçа тÿлесе вĕренмелле. Ĕмĕте пурнăçласси вара манăн пĕтрĕ. Шкул директорĕ Андрей Иванович мана завхоз пулса ĕçлеме чĕнчĕ. Вăрçă пуçланнă çул эпĕ шкултах ĕçленĕ, директор вырăнне Кирилл Романович йышăннăччĕ. Вăл ачаран инвалид пулнă, костыльпе çÿретчĕ.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче эпĕ канмалли куна пăхмасăрах шкула кайса килтĕм, кăнтăрлана киле антăм та выртса канма шутларăм. Çывăрса анчах кайнăччĕ, анне вăратать: «Тăр-ха, ачам, вăрçă пуçланнă тесе калаççĕ». Эпĕ сиксе тăтăм та хăвăртрах шкула чупрăм. Шкул директорĕпе тимлесех радио итлерĕмĕр, çине-çинех тĕрлĕрен приказсем вуларĕç, мобилизаци пирки кăларнă приказа та каларĕç.
Çапла вăрçă пуçланса кайрĕ. Ял халăхĕ йывăр тапхăр пуçланнине пĕлсе татăлса йĕрет. Район военкомачĕ приказсем кăларса мобилизаци пуçларĕ, пачки-пачкипе повесткăсем илсе киле пуçларĕç. Пĕрремĕш призыва финн вăрçине хутшăннисем лекнĕ: Райков Александр – Сухви аппан упăшки, Щипцов Анисим, Щипцов Иван – ялти избач, Иванов Порфирий тата ыттисем.
Питĕ йывăр вăхăт пуçланчĕ. Кашни кун кам та пулин вăрçа тухса каять, повестка çине повестка килет. Вăрçă пуçланнă вăхăтра эпĕ тин çеç 18 çул тултарнă çамрăк пулнă. Шкул валли хĕл каçма вут-шанкине хатĕрлемелле, турттармалла, татмалла, вакламалла. Вутă турттарма ялтан колхозниксене наряд паратчĕç, лашасемпе Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнчен аякра мар вырнаçнă Терпитрен тата Патăрьел районĕнчи Турханран турттараттăмăр.
Вутă хатĕрленĕ хыççăн Улатăр хули патне тĕрлĕ сооружени хатĕрленĕ çĕре ячĕç, унта эпир Сăр юхан шывĕн çыранĕсене тăшман танкĕсем хăпартмалла мар чăнкăлатнă, дзотсем, амбразурăсем тунă.
Çакăнта ĕçленĕ вахăтра повесткăсем пырса пачĕç. Шартлама сивĕччĕ ун чухне, Марышев Микулккапа кутамккасене çакса Улатăр хулинчен çуран тухрăмăр. Ялта пире кĕтсе тăраççĕ иккен, тÿрех Елчĕк военкоматне тухса кайрăмăр. Пире вăрçă ĕçне вĕрентме пуçларĕç: винтовкăсене салатса пуçтарма, вăрçăра хамăра мĕнле тытмаллине ăнлантараççĕ. Сăмахран, пăшалтан персен те, ытти чухне те пĕр çĕрте выртмалла мар, вырăнтан вырăна куçмалла, унсăрăн снайперсем çавăнтах шаплаттарса пăрахаççĕ иккен. Атакăна кайсан кукăр-макăр чупмалла. Гранатăсем ывăтма, автоматсенчен, винтовкăсенчен пеме вĕрентрĕç, танксене çунтармалли гранатăсемпе те паллаштарнă, вĕсене ывăтма вĕрентнĕ. Çакăнта панă пĕлÿ кайран вăрçă хирĕнче питĕ кирлĕ пулчĕ.
Мартăн 7-мĕшĕнче ялти шкулта уяв йĕркеленĕччĕ. Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе концерт курса таврăнсан çывăрма выртнăччĕ анчах, чÿречерен ял совет исполнителĕ килсе шаккарĕ, вăрçа кайма повестка килсе пачĕ. Манпа пĕр класра вĕреннĕ Андреев Ваçилине те повестка панă çав кун.
Ял совет пуçлăхĕ ун чухне Оленева Евдокия пулнă, вăл темиçе сыпăкран атте енчен тăван лекнĕ, вăл пире Ваçилипе иксĕмĕре çĕр варринчех хăй патне илсе кайрĕ. Ытти тăвансем те хăнана йыхравларĕç – Сухви аппа, Марышев Лексантăр хĕресне атте, Орлов Иван тете, Орлов Мĕтри тете /унăн пĕр ури çукчĕ/. Ваçили тăванĕсем патне те кайса куртăмăр.
Военкоматра призывниксенчен пĕр команда пуçтарчĕç те çав кунах лавсем çине ларса Канаш хулине тухса кайрăмăр, машинăсем пулман ун чухне. Пире ытти районсенчен килнĕ призывниксемпе пĕрлештерсе вагонсем çине лартса Удмуртири Воткинск хулине илсе çитерчĕç.
Воткинска çак вăхăтра Ленинград хулинчен 3-мĕш пехота училищине куçарса килнĕ пулнă. Пире вĕсемпе вырнаçтарчĕç, салтак тумтирĕсем пачĕç те лайăх пÿлĕмсенех вырнаçтарчĕç, взводсем, ротăсем çине пайларĕç, салтак пулса тăтăмăр вара. Взводра 4 отделениччĕ, кашнинче 10-12 çын. Ваçили лекнĕ взвода пĕр-икĕ уйăх вĕрентнĕ хыççăн фронта илсе кайрĕç, пирĕн малалла та «вăрçă искусствине» алла илмелле пулчĕ.
Çак вăхăтра Ваçилирен çыру илтĕм, Белоруссинче тăратпăр тенĕччĕ вăл. Анчах та çак çыру юлашки пулчĕ, çавăнтах выртса юлчĕ пулас ман юлташ.
Июнь уйăхĕнче пире Сталинăн «Ни шагу назад!» приказне вуласа пачĕç. Çакăн хыççăн вĕренсе тухса звани паричченех пурне те фронта ăсатрĕç.
Ярослав облаçĕнчи Буй ятлă станцине çитрĕмĕр. Кунта пире ротăсене пайласа тухрĕç. Эпĕ пулемет ротине лекрĕм. Унтан пуйăс çине лартрĕç те Саратов хулине илсе çитерчĕç, малалла пăрахут çине ларса Каспи тинĕсĕпе Махачкала хулине анса юлтăмăр.
Кунта нумаях тăман, урăх вырăна илсе кайрĕç, Моздок хули çывăхнелле. Эпир сăртлă вырăнта вырнаçрăмăр, Моздок пиртен аякрах марччĕ, пĕр 40-50 километрта сĕтел пек тип-тикĕс вырăнта курăнса тăрать.
Кунта нимĕçсем çитнĕ пулнă иккен, анчах та вĕсене каялла хăваласа янă, йĕри-тавра вилесем туллиехчĕ, вĕсене пытарса ĕлкĕреймен, виле шăрши сăмсана çуратчĕ.
Оборона вырăнне пĕрмаях ылмаштарса тăратчĕç, пĕр çĕре пырса вырнаçан анчах, тепĕр енне куçаратчĕç, окопсем чавса вырнаçатпăр – каллех урăх вырăна куçмалла. Пĕринче кăнтăрлапа çĕнĕ вырăна куçрăмăр çеç, нимĕçсен «рама» самолечĕ вĕçме пуçларĕ, разведка пулчĕ ĕнтĕ. Тĕттĕм пулсанах пире урăх ĕçе куçарчĕç, çĕрле эпир пулнă вырăна нимĕçсем бомбăсем пăрахса питĕ вăйлă пăтратнă терĕç. Кун пек япаласем питĕ нумай пулнă.
Октябрь уйăхĕ çитрĕ. Эпир Моздок енĕпе тăратпăр, Молгобек направленийĕ, пире наступленине кайма хатĕрлерĕç. Икĕ ачана пулемет сĕтĕрсе пынă вăхăтрах снайперсем шаплаттарчĕç, унтан наводчике те çамкаран печĕç. Винтовкăсенчен перетпĕр, малалла чупатпăр. Мана çакăнта снайперсенчен хăтăлма Елчĕкри военкоматра вĕрентни пулăшрĕ: пĕр вырăна чупса çитсе выртан, çĕлен евĕрлĕ шуса çийĕнчех урăх вырăна куçмалла.
Пĕр тарăн çырма урлă каçрăмăр та çакăнта хÿтĕленме вырнаçрăмăр, нимĕç каскисем вĕтлĕх витĕр курăнатчĕç. Пĕр салтак командира тĕллесе кăтартать: «Вот çавăнта нимĕçсем». Çав вăхăтрах унăн пÿрнине тăшман пули татса та кайрĕ. Нимĕçсем эпир ăçта вырнаçнине чухларĕç те тупăсемпе минометсенчен пеме пуçларĕç. Çухатусем питĕ нумай пулчĕç.
Вара çак вырăнтан куçса кайма приказ пачĕç, çырма тăрăх кайса урăх вырăна çитсе выртрăмăр. Кавказ тăвĕсем унтан аякра марччĕ, питĕ чуллă вырăн, тарăн чавма çук. Çырма урлă тепĕр часть оборонăра выртать. Пирĕн районти Тимеш ялĕнчен Герасимов лекнĕччĕ унта, эпир пĕрле вĕреннĕ. Вĕсен çине нимĕç танкĕсем кĕрсе кайнине курса тăтăмăр, пирĕн пата танксем тарăн çырма урлă çитеймерĕç. Пăхса тăма йывăрччĕ: танксем окопсене çĕмĕреççĕ, унталла-кунталла йĕри-тавра çавăрттараççĕ, пире çак аванах курăнать. Тимеш ачи пуçне амантса вилнĕ терĕç.
Пирĕн походнăй кухня хамăртан самаях хыçала юлнăччĕ. Çав вырăна нимĕçсем кĕрсе кайса çĕмĕрсе тухнине эпир апат илме кайсан пĕлтĕмĕр. Халь ним çимелли çук пирĕн, çырмара шыв юхса выртать, çавна ĕçетпĕр. Тăшман ункине лекрĕмĕр эпир, çапла темиçе кун тăтăмăр, выçă пулин те заданисене туса пытăмăр, нимĕçсене перкелесе илеттĕмĕр.
Çывăрса кайнăччĕ кăна, командир вăратрĕ. Сывă юлнă салтаксене пурне те строя тăратрĕç. Командирсенчен пĕри сăмах каларĕ. Эпир тăшман ункине лекнĕ иккен. Çакна тинех пĕлтерчĕç. Йĕри-тавра тăшман, ним çукккипе çулçăсем çиеттĕмĕр. Пĕр кун командирсем пире пуçтарса винтовкăсене пăрахма хушрĕç. Çавăнтах нимĕçсем килсе тухрĕç, кашни салтака хĕç-пăшал пытарса хăварман-и тесе тĕрĕслерĕç.
Çапла тыткăна лекрĕмĕр, 1942 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче пулчĕ çакă. Хăрушă шăпа! Пулни-иртнисене аса илсен халь те куççуль пăчăртанса тухать. Эпĕ, 19 çулхи салтак, фашистсен аллинче. Пире «Прохладный» текен лагере вырнаçтарчĕç, вите пулнă кунта малтанах. Мĕнле кăна çын çук иккен тыткăна лекнисем хушшинче, выртаççĕ, лараççĕ юн юхтарса, леш тĕнчене кайнисем те унтах. Темиçе кунтан пире витерен хăваласа тухрĕç, 5 пин çын лекнĕ иккен тăшман аллине. Колонна айккипе нимĕç автоматчикĕсем сыхласа пыраççĕ. Вите курăнми пуличченех ăна тивертсе ячĕç. Аманнисемпе утайманнисене колоннăна тăратман, вĕсем çавăнтах юлнă, мĕн чухлĕ салтака çунтарса ячĕç-ши — никам та пĕлмест. Ывăнса утайми пулнисене айккине илсе тухаççĕ, салтăнтараççĕ те пуçĕсенчен тĕллесе персе пăрахаççĕ. Çапла колоннăпа утса Таманский çурутравĕ патне çитрĕмĕр. Хĕвел çаврăнăш пулса çитнĕ вăхăт, çавна кăшлаттăмăр, жмых çинĕ, çула май вилнĕ лашасене вакласа вут хурса пĕçерсе çиеттĕмĕр, пиçнĕ-пиçмен какай кăшласа шăл тунисем веçех пĕтрĕç. Вăй та пĕтсе çитрĕ, аран-аран утатпăр. Çанталăк сивĕтрĕ, лачакасенчи шыв шăннă, пăр катса илсе çулатпăр. Çак вăхăтра халтан кайнисене нимĕçсем персе пăрахма чарăннăччĕ. Эпĕ шутланă тăрăх, ку Сталинград патĕнче вĕсене аванах хĕстерме пуçланипе çыхăннă. Вăйран кайнисене персе пăрахнă пулсан, вĕсен хушшинче эпĕ те пулаттăм, мĕншĕн тесен пĕтсех çитнĕччĕ, тата температура та хăпарса кайрĕ, çанталăк сивĕ пулин те пĕçертет, чирлесе кайнă ĕнтĕ.
Таманский çурутравне утса тухса Керчь хулине илсе çитерчĕç, лагере вырнаçтарчĕç. Халĕччен пире апат çитерсе курманччĕ, жмыхран яшка, «макуха» теттĕмĕр ăна, улма хуппи ярса пĕçернĕскер, лекрĕ пире.
Керчь хулинче пире тавар турттаракан вагона лартрĕç. Мана çаплах вĕрилентерет, чăтма çук шыв ĕçес килет. Олешки текен станцине çитсен, Днепр шывĕ çинчеччĕ вăл, пире вагонран антарнă. Анчах çакна астумастăп. Мана çавăтса пынă пуль тетĕп, урăхла пулма пултараймасть.
Херсон хулинче «карантин» тесе çырнă кирпĕчрен тунă çурта вырнаçтарнă пире, унта тĕрме пулнă тетчĕç. Мунча пеккинче çăвăнтарчĕç, темле им-çам сĕрчĕç те тĕрме çуртне кĕртсе ячĕç. Кунта питĕ нумай çын пуçтарнă, анчах çакăнта мĕн вăхăт пурăннине калаймастăп, вăхăт шутне çухатнă.
Пĕррехинче пурне те ура çине тăратрĕç, нимĕç офицерĕ пире йĕркипе пăхса пырать.
Ман пата çитсен: «Ком», – терĕ. Вĕлерме илсе каять-ши тесе шутласа илтĕм. Анчах ман офицер пÿлĕмне тасатса тăмалла тата апат илсе килсе памалла иккен. Чÿречисем кунта питĕ пысăкчĕ, пурте шал енчен хупăнаççĕ. Пĕррехинче, тусан сăтăрса тасатнă чухне, чÿрече хупкаçĕ айĕнче нимĕç укçи тупрăм. Эпĕ шутланă тăрăх, офицер мана тĕрĕслесе пăхасшăн пулнă. Анчах та эпĕ нихăçан та çын япалине тытман, нимĕç маркине чиксе хурас шухăш манăн пуçра та пулман.
Çак нимĕç патĕнче пĕр уйăхран кая мар тăнă эпĕ, апат юлашкисене çисе пурăнтăм, вара вăй кĕме пуçларĕ. Лагерьте паек панă, 200 грамм патнелле çăкăр татăкĕ тата яшка пекки лекетчĕ. Хушнă ĕçсене пурне те туса пынă, «гут, гут», тетчĕ нимĕç.
Аванлансах çитнĕччĕ эпĕ, анчах та офицера лагерьтен таçта куçарчĕç, фронта илсе кайрĕç пулас. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, команда пуçтарма тапратрĕç: «Арбайтен», – теççĕ, ĕçлемелли команда ĕнтĕ. Мана та унта суйласа илчĕç, Днепр тăрăх Олешки текен станцине илсе çитерчĕç. Юхан шыв урлă кĕпер хываççĕ иккен, пирĕн çакăнта пилĕк авмалла пулать. Сыхлама румын салтакĕсене тăратнăччĕ, вĕсем пире кукурузăран пĕçернĕ пăтă, мамалыга текеннине, çитеретчĕç. Ун пек тутлă пăтă эп халĕччен çисе курманччĕ.
Кĕпер тунă вăхăтра урана тăхăнма колодка тенине пачĕç: тĕпĕ йывăçранччĕ ун, çÿлти пайне хытă хутран тунă. Ку пушмак урана кăшлать, ура пичĕсем пăсăлса кайрĕç, пÿрнесем шывланса тăраççĕ. Нимĕç санитарĕ темле эмел парса мана сыватрĕ. Ура тÿрленсен ботинка пачĕç.
Кĕпер тунă çĕрте нимĕçсем хăйсем ĕçлетчĕç, пире вакун пушаттаратчĕç, пĕренесем, каштасем турттарса килетчĕç, эпир вĕсене пушатнă, пуртăпа якатнă. Тата чул йăттаратчĕç, бетон хатĕрленĕ çĕрте те ĕçленĕ, Олешки станцийĕ çывăхĕнче йĕплĕ пралукпа тытса çавăрнă бараксенче пурăннă.
Днепр шывĕ урлă каçмалли кĕпер халĕ-ччен кунта пулман, ăна çĕнĕ вырăнта туса лартрăç. Кĕпер айне нимĕçсем темле ешчĕксем тăва-тăва хăварнăччĕ, унта кирлĕ вăхăтра сирпĕтсе ямашкăн взрывчаткăсем хурса хăварчĕç. Кĕпер айĕпе тимĕр пăрăхсем янăччĕ, вĕсем свайсем шутланнă. Туса пĕтерсен кĕпер урлă поезд та каçса кайрĕ.
Кăштах вăхăт иртсен пире тавар турттаракан поезд çине лартрĕç те таçталла илсе кайрĕç, эпир хĕвел анăç еннелле çул тытнине ăнланса илтĕмĕр, Румыни çĕрĕпе пыратпăр иккен. Миçе кун кайнине калаймастăп, 1943-мĕш çул вĕçленчĕ пулас. Эпир çулĕсене пĕлнĕ-ха, анчах кун шутне çухатнă.
Пире Минтдорф хулине илсе çитерчĕç, эпир çакна çынсем калаçнине илтсе ăнланнă, çырса хунине те курнă.
Каллех тыткăнри салтаксен лагерьне вырнаçтарчĕç. Бараксенче çын нумай. Тĕрлĕ ĕçе кÿлĕнтерчĕç: бомба пăрахса аркатнă вырăнсене тасатнă, тирпейленĕ çĕре хутшăнтăмăр, бетон ĕçĕсемпе аппалантăмăр.
Пурăнсан-пурăнсан пирĕн пата РОА агитаторĕсем килчĕç. Пурне те пĕр барака пуçтарчĕç, хăй ирĕкĕпе каяс текенсене суйлаççĕ. Эпĕ шутласа тăратăп, тăван çĕршыва сутмастăп тесе, анчах çакна сăмахпа никама та каламан. Тыткăнри салтаксен шучĕ самаях чакрĕ çакăн хыççăн, РОА ретне тăрас текенсем аванах пулчĕç пулмалла.
Унтан татах темле ушкăн килсе тыткăнри салтаксене тĕрлĕ ĕç тунă çĕрте усă курма пуçтарчĕ. Мана та пĕр командăна суйласа илчĕç, 30-40 çынччĕ унта. Пире хупă автомашинăсем çине лартса Дуесбург хулине илсе çитерсе бараксене вырнаçтарчĕç. Рейн юхан шывĕ хĕрринче ларатчĕ çак хула. Пире пристань евĕрлĕ станци тунă çĕрте ĕçлеттерчĕç, темиçе пĕрене çыхса свайсем туса вĕсене шыв айне çапса кĕртетчĕç. Днепр çинче кĕпер тунă çĕрте тимĕр свайсемпе усă курнă, кунта вара йывăçран тунисемччĕ.
Çакăнта ĕçлесе 1945-мĕш çул çитсе кайрĕ. Пирĕн командăра полякпа итальянец пурччĕ, те пире сыхлакансем вĕсем, те тыткăнри салтаксем пулчĕç, пирĕнпе пĕрлех пурăнатчĕç, вырăсла питĕ лайăх калаçатчĕç. Пĕррехинче пире сыхлакан салтаксем «Гитлер капут» тесе ĕрлешме тапратрĕç. Майăн 2-мĕшĕнче пулчĕ ку. Тепĕр икĕ кунтан пирĕн пата салтак форми тумланнă икĕ американец мотоциклпа килсе тухрĕç, вĕсем пире сыхлакан нимĕçсемпе калаçрĕç те тепĕр кун таçта çухалчĕç. Эпир ирĕклĕ граждансем пулса тăтăмăр, нимĕç влаçĕ çапла пĕтрĕ.
Тыткăнран хăтăлнă хыççăн эпир самай вăхăт бараксенче пурăнтăмăр. Американецсем киле-киле тыткăнра пулнă нумай салтака пуçтарчĕç, ытти вырăнсенчен илсе килчĕç, вара договор тăрăх хамрăн салтаксем йышăннă çĕре илсе кайса алăран-алла пачĕç. Вĕсем çырса список туман, хăйсем патне каçса кайма чарман. Пирĕн хушăран Канадăна, Америкăна, Францие каякансем пулчĕç. Мана вара никам та ют çĕршыва куçса кайма сĕнмен, ун пек шухăш пуçра та пулман.
Пире, хамăр енне куçарнă салтаксене, запаслă полк туса вырнаçтарчĕç. Çакăнта тăнă вăхăтра эпир çырусем çыртăмăр, эпĕ те хамăн тăван киле хыпар ятăм.
Çак запаслă полкра эпĕ пуçласа салтак форми улшăннине куртăм. Пире кунта тĕрĕслерĕç, пĕр аслă лейтенант мана та ыйтса-тĕпчесе пĕлчĕ, вара хăйĕн чаçне суйласа илчĕ. Вырăна çитсен пире мунча кĕртрĕç, тумлантарчĕç те эпир артиллери салтакĕсем пулса тăтăмăр. Германири Вюртемберг хулинче тăнă эпир.
Чаçре йĕркеллĕ адреспа пурăнса кайнă хыççăн тепĕр çыру çырса ятăм. Германинче тăнă вăхăтрах хуравĕ çитрĕ. Мана сăнÿкерчĕк ярса панă: анне, Коля шăллăм, Сухви аппа, Роза, Зоя ачисемпе ÿкерттернĕ. Эпĕ мĕнле савăнни çырмасăрах паллă. Ÿкерчĕке вĕçĕмсĕр ытараймасăр пăхатăп, юлташсене кăтартатăп. Киле таврăнсан почтальонка каласа пачĕ: «Сан çырăвна илсенех аннÿ патне чупрăм. Мĕнле савăнтăмăр, аннÿ ыталаса илсе чуптуса та пĕтерчĕ», – терĕ. Ун чух почтальонка Пчелова Мария пулнă.
Германинче Витенберг таврашĕнче 45 мм тупăпа перекен чаçре тăратăп. Вырăнтан вырăна лашапа куçса çÿремеллеччĕ. Артиллери паркне сыхлама илсе каятчĕç. Çапла пĕррехинче хурала кайма лекрĕ. Казарма нимĕç пÿртĕнче. Малти пÿлĕме нарсем лартса тухнă. Кăнтăрла вăхăчĕ, эпĕ апат илтĕм те винтовкăна пирамидăна лартса хăвартăм. Мана хирĕç пĕр салтак кĕрсе юлчĕ. Хурал начальникĕ ведомоçсене тĕрĕслесе ларатчĕ. Кĕрĕс! турĕ пÿртре, чупса кĕретĕп, пирĕн сержант нар çинче ахлатса выртать, мана хирĕç кĕрсе юлнă салтак урайĕнче тапкаланса выртать, винтовки юнашар.
Начальниксем килсе çитрĕç. Иккĕшне те илсе кайрĕç. Перекенни çĕнĕ пополненипе килнĕ салтак пулнă, Украинăран. Сержанта пĕç тĕпĕнчен лекнĕ терĕç. Тепĕр кунне зараженине кайса вăл вилнĕ иккен.
Мана хамăр чаçре комсомола илчĕç. Çав çула Германирех ирттертĕмĕр. 1946 çула кĕрсен тин хамăр çĕршыва, Сталинград облаçĕнчи Урюпинск хулине, илсе килчĕç. Кунта 57 миллиметрлă тупăсем пачĕç, вĕсене кунта лашапа мар, машинăсемпе турттармалла.
1946 çулта тыр-пул питĕ начар пулчĕ. Пирĕн Чăвашра та çакнашкал тесе çырса пĕлтерчĕç.
1947 çул çитрĕ. Çитес вăхăтра демобилизаци пуласса пĕлсе тăратпăр. Манăн çулхисем черетре. Февраль уйăхĕнче документсем хатĕрлеме пуçларĕç. Марта кĕрсен пире те киле ячĕç.
Вăрçа 1942 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче тухса кайнă та, 1947 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче таврăннă. Шăп та лăп 5 çул.
Çак пулни-иртни ялан манăн чĕрере. Паянхи кун эпĕ 90 çулта, манăн ачасем пур, мăнуксем, мăнуксен ачисем те вуниккĕн. Пĕр тăшман та пирĕн тăван çĕр çине ура ярса ан пустăр урăх.
Пичете В.АЛЕКСИН хатĕрленĕ.
Петров Василий Петрович 1923 çулта Таяпа Энтри ялĕнче çуралнă. Çартан таврăнсан вăл ялти шкулта рисованипе черчени учителĕ пулса ĕçленĕ. 2018 çулта çĕре кĕнĕ.