Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Атте сăнарĕ асăмра

Атте сăнарĕ асăмра

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче йывăр килнĕ çав ăрури çынсен шăпи.Тăшмана çапса аркатнă çĕр пин совет салтакĕ йышĕнче манăн атте – Венямин Иванович Трофимов та пулнă. Унăн кун-çулĕ çинчен, кĕскен те пулин, каласа парас килет…

Венямин Трофимов 1911 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă. Иванпа Дарья Трофимовсен çемйинче ултă ача – виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕннĕ, манăн атте 3-мĕш пулнă. Виçĕ пĕртăван вăрçа тухса кайнă. Аслисем, Ефим тетепе атте, йывăр аманса чĕрĕ таврăннă. Кĕçĕнни вара, Никифор, 1920 çулта çуралнăскер, вăрçă хирĕнчен каялла килеймен…

Атте вăрçăн малтанхи кунĕсенчех мăшăрĕпе виçĕ ачине хăварса фронта тухса каять. Пирваях Калинин фронтне лекет. 180 стрелковăй дивизин 86 стрелковăй полкĕнче стрелок пулса çапăçать, Старая Русса хули çывăхĕнче пынă хаяр та хăрушă çапăçусене хутшăнать. 1941 çулхи çурла уйăхĕ тĕлне дивизин 60 процент йышĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Апла пулсан та Новгород-Валдай шоссе çине тухассишĕн ăнтăлакан тăшман çарĕсене чарма пултарнă. Çулсем иртнĕ май çав вырăнта обелиск лартнă, ун çине «Çак тĕлте 180 стрелковăй дивизи паттăрĕсем 1941 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен малалла каяс çулне пÿлнĕ» тесе çырнă.

Çын иртмелле мар шурлăхсем урлă дивизи салтакĕсем кунĕн-çĕрĕн ыйхă мĕнне пĕлмесĕр çĕршер çухрăм утнă. Атте Ржев хулине ирĕке кăларнă чухнехине каласа панине лайăх астăватăп. «Пĕтĕм тавралăх тĕтĕм, вут-хĕм ăшĕнче. Пĕлĕт те, хĕвел те курăнмасть. Нимĕç самолечĕсем вуншарăн-вуншарăн бомба килсе пăрахаççĕ. Çĕр чĕтресе тăрать. Эпир окопра…», – аса илетчĕ вăл куççуль витĕр.

Чăн вăрçăра пулнă ытти нумай фронтовик пекех атте ун çинчен сайра хутра çеç каласа кăтартатчĕ. Аса илĕвĕсем ытла та асаплă пулнă ĕнтĕ уншăн, пирчеме пуçланă суранĕсем çумне чĕрине çĕнĕ суран хушса ыраттарнă.

1942 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче çар чаçĕн командованийĕ В.Трофимова Калинин /халĕ Тверь/ облаçĕн Зубцово районĕнчи Михеево ялĕ çывăхĕнче иртнĕ çапăçура хыпарсăр çухалнă тесе çухатусен донесени списокне кĕртнĕ. Аттепе пĕрле çапăçнă ушкăнра ентешсем те пулнă. Унпа пĕр кунтах Иван Иванович Ильин, 1910 çулта Елчĕкре çуралнăскер, хыпарсăр çухалнă. Виçĕ кун маларах вара вилнисен йышĕнче 21 стрелковăй полкра çапăçнă Аслă Таяпа йĕкĕчĕ Александр Михайлович Сафронов пулнă. Кĕçĕн сержант, отделени командирĕ мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе ĕмĕрлĕхех 20 çулта тăрса юлнă. Асăннă полкра çав кун 296 çын вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. Телее, атте сывă юлма пултарнă.

1943 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Калинин фрончĕ çĕнĕ ят илнĕ – 1 Прибалтика фрончĕ пулса тăнă. Малалла вара пирĕн çывăх çыннăмăр мĕн вăрçă чарăничченех çак фронтăн инженери çарĕсенче – моторизациленĕ 60-мĕш уйрăм понтон кĕпер батальонĕнче понтонер пулса çапăçать. Хăюлăхшăн «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçет. Награда хутĕнчен: «1944 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 10-мĕшĕччен Хĕрлĕ Ялавлă танк корпусĕпе 3-мĕш мотомехкорпус шыв урлă пăтăрмахсăр хăвăрт каçма пултарса малалла талпăнччăр тесе Трофимов красноармеец мĕн пур вăйне парса ĕçленĕ. Хăйĕн ĕçне юратас тĕслĕхĕпе ытти салтаксене вăй парса хавхалантарнă, çар заданине кĕске вăхăтра пурнăçлама пултарнă». Каярахпа I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, «Кенигсберга илнĕшĕн» тата ытти медальпе наградăланă ăна.

Вăрçă тути-масине тĕппипех астивме лекнĕ аттен. Малтанхи кунĕсенчех тăшмана Мускав çывăхне ярас мар тесе вăрçă вутне кĕрсе мĕн Çĕнтерÿ кунĕччен фронтра пулнă, тăватă хутчен аманнă /27.08.1942, 26.05.1943, 13.12.1943, 01.05.1945/. Суранĕсем йывăр пулнă унăн. Алли тăршшĕпе вăрăм çĕвĕ – суран палли пурччĕ.

Киле В.Трофимов 1945 çулхи кĕркунне хăрах куçсăр, инвалид пулса таврăнать. Кун пирки анне çапла каласа панăччĕ пире: «Тĕлĕк куртăм: кил хапхинчен хăрах мăйракаллă качака кĕрсе тăчĕ. Колхоз хирне ĕçе тухсан тĕлĕк çинчен хĕрарăмсене каласа патăм. Вĕсем мана сан упăшку вăрçăран таврăнать ĕнтĕ, е хăрах алăллă, е хăрах ураллă килет. Çавна пĕлтерет вăл, терĕç. Мăйрака пуç çинче пулнипе хăрах куçлă килнине пĕлтерчĕ иккен ман тĕлĕк».

Аманнă хыççăн 9 кун тăнсăр выртнă госпитальте атте. Вăл çапла аса илетчĕ: «Майăн 9-мĕшĕнче «Вăрçă чарăннă! Вăрçă чарăннă!» тенине илтсе вăранса кайрăм. Алăпа пуçа тытса пăхрăм та бинтпа йăваланине туйрăм. Умри сестраран «Ман куçсем иккĕшĕ те пур-ши?» тесе ыйтрăм та вăл эпĕ йывăр аманнине, пуçа операци тунине, сылтăм куçа çухатнине каласа пачĕ. «Мĕншĕн вилмен-ши? Вилнĕ пулсан лайăхрахчĕ пуль», – тесе йĕрсе ятăм. Вара мана йăпатма тытăнчĕ: «Кун пек пурăнма пулать-ха, вилсе выртни мар. Миçе çын вăрçă хирне тăрса юлчĕç! Тепĕр операци тăвăпăр та çĕвви паллах пулмĕ», – терĕ. Эпĕ вара: «Тинех авланмалли йĕкĕт мар ĕнтĕ», – терĕм те урăх операци тутармарăм.

Вăрçăран таврăнсан В.Трофимов колхоз ĕçне хастар хутшăннă, ытларах конюх пулса тăрăшнă. Тивĕçлĕ ĕçĕшĕн ăна темиçе хутчен те хаклă парнесемпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă. Чиркÿ кассинчи пилĕк стеналлă çурт çине «Кунта «Слава» колхозăн хисеплĕ колхозникĕ Трофимов Венямин Иванович пурăнать» тесе çырса хунă.

Аттепе анне пурнăçа ырăпа пурăнса ирттерчĕç, ял çинче ятлă-сумлă çынсем пулчĕç. Кÿршĕ-аршăпа, касри çынсемпе килĕштерсе пурăннă вĕсем, пирĕншĕн, ачисемшĕн, тĕслĕх пулнă.

Атте 1992 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ. Ăна вăрçă тамăкĕнчен чĕрĕ таврăнма пÿрнĕшĕн Турра тав тăватпăр. Пире çуратса ÿстерсе çут тĕнче кăтартнăшăн çĕре çити пуç тайса сума сăватпăр, ачисем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем унăн сăнарне асра тытса чĕрере упратпăр.

В.МЯСНИКОВА,
Тăрăм ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code