Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Çурхи уяв халăха пĕрлештерчĕ

Çурхи уяв халăха пĕрлештерчĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх майăн 1-мĕшĕнче — Çуркуннепе Ĕç уявĕн кунĕнче округри Тĕп лапамри Хисеп хăмине çĕнетрĕç — кăçалхипе 11-мĕш хут.

Унта 20 çын ятне ылтăн сас паллисемпе çырса хучĕç. Вĕсем пурте юратнă Елчĕк ен пуласлăхĕпе ырлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн ырми-канми вăй хуракансем, хăйсен ĕçĕсенче чăн-чăн телей, савăнăç тупнăскерсем.

…Раççейре майăн 1-мĕшĕнчи уява 1890 çултан паллă тума пуçланă. Каярахпа ĕç коллективĕсем митингсене тухма пуçланă. Майăн 1-мĕшĕнчи юлашки парад 1990 çулта иртнĕ. Çавăнтанпа унăн янăравлăхĕ чакнă пек пулнă. Çак куна çурхи уяв теме тытăннă. Апла пулин те, самана улшăнăвĕ, çĕнĕ вăхăтри çынсен кăмăл-шухăшĕ те ĕлĕкхи ырă йăлана манма памасть. «Тăнăçлăх! Ĕç! Май!», «Пĕрлĕхре — вăй!» тата ытти лозунгсемпе усă курни çак уявăн пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк пулнине çирĕплетме май пачĕ.

Çуркунне пулин те, çỹл тỹпери сар хĕвелĕ таврана çуллахинчен кая мар ăшă сапаларĕ, уява пуçтарăннисен пит-куçне савăнăçпа тултарчĕ. Çил вĕрнипе йĕри-тавра ыткăнса вĕлкĕшекен ялавсем чун-чĕрере мăнаçлăх çуратрĕç, вырăнти пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем шăратакан юрă-кĕвĕ ырăлăхпа канăçлăх кỹчĕ.

Çын ĕçпе пурăнать, вăлах ăна илем те, телей те кỹрет. Елчĕк муниципалитет округĕ хăйĕн ĕçчен те пуçаруллă çыннисемпе тивĕçлипе мухтанать. Мĕншĕн тесен ял çынни паянхи уяв кунĕ те хĕрỹ ĕçре пуçаруллă пулнипе палăрать — вăл пулас тыр-пул никĕсне хывассинче тимлет. Çĕр хуçи ака ĕçĕсене шутлă кунсенче, ырана хăвармасăр пурнăçлама ĕлкĕрмеллине лайăх ăнланать.

Пухăннисен умĕнче салам сăмахĕсемпе тухса калаçнă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ĕçченлĕхпе палăрса тăракан округра пурăнакан ĕç çыннине куç тĕлне тăвасси малашне те малти вырăнта пулма кирлине палăртса каланипе пĕрлех пурне те Тăван çĕршывăмăр ячĕпе малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Вăл:

— Çакă ĕç çыннине мал ĕмĕтпе çĕнĕ çитĕнỹсем тума, çитĕнекен ăрăва аслисен ырă тĕслĕхне ăса хывма, вĕсем пек тăрăшуллă та ĕçчен пулма хавхалантарса тăтăр, — тени те витĕмлĕ пулчĕ.

ШУХĂШ

Татьяна ЯКОВЛЕВА, «Фармация» патшалăх унитарлă предприятири Елчĕкри 40-мĕш аптекăри провизор-технолог:

— Хамăн пурнăçа фармаци ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. 1988 çулта Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пермь хулинчи фармаци патшалăх институтне вĕренме кĕтĕм. Ун хыççăн чун ыйтнипе суйласа илнĕ профессие парăнтăм. Унтанпа пĕр сисĕнмесĕр 34 çул иртсе кайрĕ.

Малтан 17 çул Мускавра ĕçлесе пурăнтăм. Тăван тăрăха таврăннăранпа — Елчĕкри 40-мĕш аптекăра ĕçлеме тытăннăранпа та нумай çул иртрĕ.

Хамăн ĕçе, чăннипех, юратса пурнăçлатăп. Сăн ỹкерчĕкĕме округри Хисеп хăми çине вырнаçтарни вара ытла пысăк чыс пулнăн туйăнать. Çакă мана малашнехи ĕçре тата яваплă пулма хистесе тăнине те ăнланатăп.

Манăн ĕçĕме тивĕçлипе хакланăшăн коллектива, округ ертỹлĕхне чĕререн тав сăмахĕ калатăп.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code