Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи кирли – ача-пăча хăрушсăрлăхĕ

Чи кирли – ача-пăча хăрушсăрлăхĕ

Шăрăх кунсем пуçланчĕç те ачасем шыв хĕрринелле туртăнма тытăнчĕç. Анчах та шыв тимлĕхе юратать. Çавăнпа та «Шыва кĕме чарнă» паллă пур çĕрте, аслисемсĕр тата палламан çĕрте шыва кĕме юрамасть.

Çуллахи уяр çанталăкра пушар тухасси те ÿссех пырать. Çавна май кирлĕ вырăнта çеç кăвайт чĕртмелле. Çак вырăнтан кайнă чухне кăвайт пĕтĕмпех сÿннине ĕненĕр! Ачасене шăрпăкпа выляни хăрушă пулнине тата вутпа выляма юраманнине тĕплĕн ăнлантарса парăр.

Çулла сăвăссем тата ытти хăрушă хурт-кăпшанкăсем нумайланма пуçлаççĕ. Вĕсенчен хÿтĕленес тесен чи малтан ÿте хупламалла. Енчен те сăвăс çыртсан малтан ăна çаврăнакан хусканусемпе пинцетпа кăлармалла. Унтан сăвăс тухрĕ-и тесе тĕплĕн тĕрĕслемелле. Сăвăс пуçĕ çыннăн ÿтĕ çинче тăрса юлсан стериллĕ йĕппе турста кăлармалла. Çыртнă вырăна спиртлă эмел сĕрмелле.

Сăпса тата ытти хурт-кăпшанкă ан тапăнтăр тесен çивĕч шăршăллă косметика хатĕрĕсемпе усă курмалла мар.

Çуллахи ăшă кунсенче аслати, çиçĕм вăхăчĕ те. Ку тапхăрта май килнĕ таран шывран аяккарах каймалла, тимĕр япаласенчен пăрăнмалла, электричество приборĕсене сÿнтермелле.

Хĕвел çинче ытлашши вăхăт ирттермелле мар. Çакă хĕвел çапни патне çитерме пултарать. Хĕвелĕн чи пысăк активлăхĕ 10-16 сехетсенче иртет. Çавăнпа та ачасене ку вăхăтра урама кăлармалла мар. Тухас пулсассăн та шĕлепке е кепка тата çăмăл тумтир тăхăнтартмалла.

Çулла ачасем час-часах пĕччен уçăлса çÿреççĕ. Çавăнпа та вĕсене хăрушсăрлăх йĕркисене вĕрентмелле: ачан хăйĕн ашшĕ-амăшĕн телефон номерĕсене пăхмасăр пĕлмелле, ют çынсемпе калаçмалла мар, вĕсенчен нимĕн те илмелле мар.

Пичете И.ПЕТРОВА куçарса хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code