Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çитес çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ

Çитес çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ

60 çул каялла çĕр чăмăрĕ çинче 3 миллиард çын пурăннă.1987 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче 5 миллирдмĕш ача çуралнă. Çавна май Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕ çак куна Пĕтĕм тĕнчери халăх йышĕн кунĕ тесе паллă тума йышăннă. Паянхи кун тĕлне Çĕр чăмăрĕ çинче 7,8 млрд çын шутланать. Раççейре миçен пурăнатпăр? Çĕршывра мĕнле нацисем пур, арçынсемпе хĕрарăмсем миçен тата вĕсем миçе çултисем, мăшăрсен йышĕ тата вĕсен хутшăнăвĕ еплерех? Çак тата ытти ыйтусене Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ хуравлĕ.

Тĕнчери 50 çĕршыв халăх çыравне 2020 çулта ирттерме палăртнăччĕ. Вĕсенче 3 млрд çын пурăнать. Анчах пандеми статистсен планĕсене улăштарчĕ. Чир-чĕр сарăлнине пула чылай çĕршыв çырав ирттермелли тапхăра куçарнă. Пирĕн патри тĕрлĕ чарусене пула Раççей статистики кăçалхи октябрьте ирттерме палăртнă çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие урăх вăхăта куçарма сĕннĕ. Июнĕн 27-мĕшĕнче Раççей правительствин ертÿçи Михаил Мишустин ăна çитес çулхи апрельте йĕркелеме йышăну кăларнă. Çур çул каярах ирттерни ăна кашни 10 çултан кая юлмасăр йĕркелеме йышăннине пăсмасть. Мĕншĕн тесен, пĕр вăхăтри тапхăрсенче ирттернĕ çыравсем кăна халăхсем çинчен тĕрĕс даннăйсем пуçтарма тата вĕсене тĕпчеме май параççĕ.

Çапла вара, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен иртет. Ăна çĕршывăн мĕнпур регионĕсенче йĕркелеççĕ. Çитме йывăр тата чи пĕчĕк ялсемпе хуласенче те – çын пурăнакан кашни вырăнта. Çитме йывăр вырăнсенче ăна 2020 çулхи октябрьтен пуçласа 2021 çулхи июнĕн 30-мĕшĕччен ирттереççĕ.

Çитес çак пысăк ĕç Раççей историйĕнче цифрăллă пĕрремĕш çырав пулса тăрĕ. Кашни çыравçăна ятарлă программăллă планшет параççĕ. Унта электронлă çырав листисем, пуçтарнă даннăйсене хÿтĕлемелли майсем пур. Электронлă техникăпа усă курни йăнăшсенчен хăтăлма тата информацие хăвăртрах пĕтĕмлетме пулăшать. Мускаври тата Иваново облаçĕнчи предприятисенче çырав валли 360 пин планшет кăларма пуçланă.

Пĕрремĕш планшетсем статистика органĕсене кăçалхи сентябрьтех çитĕç. Вĕсемпе çĕршывăн аякри вырăнĕсенче çырав ирттернĕ çĕрте усă курĕç. Çĕнĕ технологисене пула çырав кичем мероприятирен кăсăклă онлайн вăйă пулса тăрĕ. Халĕ çыравçăна кĕтсе унпа вăхăт ирттерме кирлĕ мар. «Патшалăх пулăшăвĕ» порталта электронлă çырав хучĕсене кашниех хăй тĕллĕн, хăйне меллĕ вăхăтра çырса тултарма пултарать. Интернет-çырав çитес çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ пулса тăрĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсене малтанлăха 2021 çулхи октябрьте пĕтĕмлетĕç. 2020 çулхи тăваттăмĕш кварталта вара йăлтах пăхса тухса тĕпченĕ цифрăсене пичетлĕç.

Чăваш Республикинче

Кăтартусем тăрăх, 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн регионта 1217,8 пин çын пурăнать, хуласенче 771,9 пин, ялсенче 445,9 пин.

Чи нумай халăхлă виçĕ района палăртма пулать: Шупашкар районĕнче 62,4 пин çын пурăнать, Çĕрпÿ районĕнче 34,9 пин, Канаш районĕнче – 33,9 пин çын. Халăх сахаллисем – Çĕмĕрле районĕ /8,3 пин çын/.

Шупашкар районĕнче халăх йышлăлăхĕ чи пысăкки, кашни тăваткал километр пуçне 53 çын, Çĕрпÿ районĕнче – 44, Комсомольски районĕнче – 38. Чи пĕчĕк йышлăлăх Улатăр районĕнче – 7 çын, Çĕмĕрле районĕнче – 8, Пăрачкав районĕнче – 10 çын.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code