Кăçал район территорийĕнче преступниксем ют карттăсем çинчен укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем нумайланнине палăртнă. Ăнлантару ĕçĕсене тăтăшах йĕркелетпĕр пулин те, киревсĕр пулăмсен танатине çакланакансем çав-çавах пур.
Çыхăнупа йĕркеленĕ преступленисене условлă тăватă категорине пайлама пулать: «телефонлă ултав», «вирус», «мобильлĕ банк», «Интернет-тавар».Тĕслĕхрен, банк карттине блокировка туни çинчен смс-хыпар килет е çакăн пирки банк сотрудникĕ тесе шăнкăравлать. Çапла майпа такамсем унăн укçине вăрлама пултарасси çинчен пĕлтерсе сехрине хăпартать, «пулăшу» сĕнет. Çын шанать, карттăпа çыхăннă пĕтĕм даннăйсене пĕлтерет. Пĕтĕмлетÿ паллă: «банк сотрудникĕ» клиента пĕр пуссăр хăварать.
Мошенниксен аллине çакланас мар тесен кăткăс мар, анчах питĕ кирлĕ сĕнÿсене ăша хывмалла:
– лавккара е банкра карттăпа операци пурнăçланă самантра карттăна куç умĕнчен вĕçертмелле мар;
– карттăна килте укçа-тенкĕрен, ытти документсенчен уйрăм тытăр;
– Интернет-банк тытăмĕнчи пароль чекĕсене никама та ан парăр – тĕп тăвăр;
– банк ĕçченĕ нихăçан та карта кăтартăвĕсене ыйтас-пĕлес тесе шăнкăравламасть, ултавçă кăна çак йĕркепе ĕçлет;
– асăрханулăха тĕпе хурса ПИН-кода карттăран уйрăм упрасан аван, ПИН-кода никама та ан пĕлтерĕр, çав шутра тăванăрсене те;
– пуяс текенсем яланах çепĕç чĕлхепе «клиентăн» ятне, ашшĕ ятне пĕлсех шăнкăравлаççĕ.
Интернет урлă суту-илÿ йĕркелесси те вăйланса кайрĕ юлашки çулсенче. Унăн шанчăксăрлăхĕ хаклă тавар вырăнне йÿннине анчах пама пултарни çеç мар. Чылай тĕслĕхре таваршăн укçа-тенкĕ куçарса парсан сутуçăсем çухални. Хамăра улталаманнине е тавара алла илсен татăлмалли пирки темшĕн аса та илместпĕр.
Пĕлмен, палламан çынпа телефон çыхăнăвне кĕме те ан тăрăшăр. Шăнман пăр çине лартса яма пултарĕç.
Н.БАЙДУГАНОВ,
районти полици пайĕн сотрудникĕ.