Элекçей Тимешри Малтикасра пурăнакан Нина Филиппован кайăк ыйхийĕ паян та çухалман. Яланхиллех хĕвел тухичченех ура çине тăчĕ вăл. Пит-куçне çусанах Турăш умĕнче сăх сăхрĕ те кухньăри сĕтел хушшине вырнаçса кĕлĕ кĕнекисене алла илсе вулама пуçларĕ. Юлашки кунсенче калама çук пысăк хуйхă чăтса ирттерме тивнĕрен канлĕхпе лăпкăлăх таçта кайса çухалчĕ амăшĕн.
Юрка ывăлĕпе Анфиса кинĕ те паçăрах тăнă. Вĕсем картишĕнче ĕне выльăхпа тăрмашаççĕ. Ватă та вĕсене пулăшма тухас тесе ăшталанчĕ, анчах ачисем ыран 8 теçетке çул тултаракан амăшне ĕçлеттересшĕн мар.
– Хăть кăвакалсене пахчана кăларса ярса апат парам-ха, – тесе хыçалалла тухрĕ Нина Васильевна.
Çамрăксем амăшĕ ахаль ларайманнине лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та унпа килĕшмесĕр тăма пултараймаççĕ.
– Хускану вăл пурнăç, ырă-сывă чухне май килнĕ таран пулăшас килет, – тет ĕç ветеранĕ.
Кăвакалсене апат, шыв панă хыççăн умри пахчана тухса çĕнĕ кунăн ырăлăхĕпе киленчĕ. Кунта хăй лартнă чечексене сăнарĕ. Юратать илеме ватă, ахальтен мар çуркунне пÿртри тĕрлĕ тĕслĕ çеçке çуракан гераньсене те урама кăларса лартрĕ. Халĕ вĕсем çеçкисемпе савăнтараççĕ.
Нина Васильевна çуллан юлашки кунĕсемпе хĕпĕртенĕ май хăй утса тухнă анлă кун-çула куç умне кăларса тăратрĕ.
…Нина Енедерова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Мускавра çуралнă. Унăн ашшĕ, кулак ывăлĕ тесе ялтан кăларса янă Василий Енедеров, çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăннă. Нумай та пурăнайман телейлĕ мăшăр хулара, тăван яла – Тăрăма – куçса килнĕ. Нина çулталăк тултарсан, 1941 çулхи августăн 30-мĕшĕнче, ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Фронтран вилнĕ хучĕ килнĕ. Анастасия Севастьяновна пĕртен-пĕр хĕрне ыталанă та никам курмалла мар сасăсăр макăрнă. Малаллахи пурнăçа хунямăшĕн килĕнче ирттерме шухăшламан тăлăх арăм, уйрăлса тухма шут тытнă. Упăшки тата унăн икĕ шăллĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Тĕп килте пурăнма тепĕр шăллĕ пур.
– Ачалăхăм çăмăл иртмерĕ. Атте тесе чĕнме тÿр килмерĕ. Малтанах çын патĕнче пурăнтăмăр. Шеллетчĕç мана, ашшĕсĕр ÿсекене, хăйсемпе пĕрле лартса яшка çитеретчĕç. Хамăрăн шăннă çĕрулми кăначчĕ, – ырă кăмăллă ял çыннисене асăнчĕ Нина аппа.
Унтан вăл хăйĕн пÿлĕмĕнчи стена çинче çакăнса тăракан ашшĕн сăн ÿкерчĕкĕ çинчен куçне илмерĕ.
– 1946 çулта хамăр ялти Иван Марков Австри çĕрĕ çинче службăра тăнă. Земново поселокĕнчи вăрçăра вилнĕ салтаксен ушкăнлă вилтăприйĕсене пăхса çаврăннă май Енедеров Василий Владимирович тесе çырнине вуланă. «Кай, кай, пирĕн ялти Ваççа пиччех-ши вара ку?» – тесе шухăшласа тăван яла çыру çырнă, аттен шăпипе интересленнĕ. Анне аттен вилнĕ хутне, ăçта пытарнине пĕлтернĕ çырăва мĕн виличченех упрарĕ. Халĕ те пур. Сăмах май каласан, кĕçĕн ывăлăм кăçал, Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕнче, кукашшĕн вилтăприйĕ çине çитсе курасшăнччĕ. Шел, пандемие пула çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртме май килмерĕ-ха, – ассăн сывласа илчĕ Нина Васильевна.
1947 çулта Нинăн харсăр амăшĕ пÿрт лартма мехел çитернĕ. Колхозра ĕçленипех укçа-тенкине ытлашши пуçтараймăн, ылтăн алăллă Анастасия Севастьяновна çĕрĕ-çĕрĕпе пир тĕртнĕ, çĕленĕ. Нина та амăшне пулăшса çĕр çывăрман, чĕпкуçне çутатса тăнă. Хăйĕн ĕçĕсене Кушкă пасарне кайса сутса пурнăçа сыпăнтарнă тăлăх хĕрарăм, пĕртен-пĕр хĕрне ура çине çирĕп тăратассишĕн тăрăшнă. Каярахпа хăй пекех ал ĕçне лайăх пĕлекен, ÿркенмен хĕр çуратса ÿстернĕшĕн ĕмĕр савăнса пурăннă. Пурнăçăн юлашки кунĕсене те вăл хĕрĕпе юнашар, унăн çемйипе пĕрле пурăнса ирттернĕ.
Пĕрремĕш класа пысăк хавхаланупа чупнă Нина. Хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне, Зинаида Власовна Григорьевăна, ăшшăн аса илет вăл. Тăрăмри шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн тата виçĕ çул Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта тарăн пĕлÿ илнĕ.
Малалла вĕренес тесе хулана кайнă, анчах уй-хир ĕçĕнче амăшĕпе юнашар тăрса пиçĕхнĕ хĕр документсене вăхăтра парса ĕлкĕреймен пирки, ялах тăрса юлнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ çивĕч те йăрă пике тăван яла тăрса юлнине илтнĕ «Вперед» колхоз председателĕ Иван Мясников ăна часах асăрханă, сĕт турттараканра ĕçлеме сĕннĕ. Флягăсене йăтмалли те шухăшлаттарман правурскере, пылчăкпа çил-тăманĕ те хăратман. Çулталăк ним сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Çав вăхăтра яла шăпах Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме пыракансене пуçтарма килнĕ. Çывăх тăванĕ сĕннипе унта заявлени панă Нина. Ачаран математика предмечĕ килĕшнĕрен экзаменсене ăнăçлă тытнă та студентка пулса тăнă. 3 çула яхăн вĕреннĕ вăл унта. Практикăна икĕ çул Патăрьел райповĕнче ирттернĕ. Вĕренсе пĕтерсен те пысăк тавра курăмлăскере унтах чĕннĕ, анчах Нинăн амăшне пĕччен хăварас килмен. 30 çулта упăшкасăр юлнă хĕрарăм мĕн ватăлса çĕре кĕричченех савнă çыннине юратса пурăннăран урăх çемье пирки шухăшлама та пултарайман. Бухгалтер специальноçне алла илнĕ Нина 4 çул районти райпо правленийĕнче, малалла ветлечебницăра бухгалтерта вăй хунă. Унтан ăна «Чăвашьенкрахмал» пĕрлешĕвĕн тĕп бухгалтерĕ Д.Хрисанов хăйсем патне ĕçлеме чĕннĕ. Çапла вара 1967 çултан пуçласа 1990 çулччен тĕп бухгалтер çумĕнче, тĕп бухгалтерта чунне парса ĕçленĕ.
– Предприяти ултă района пĕрлештерсе тăратчĕ. Ăна пултаруллă производство организаторĕ Александр Кудряшов ăнăçлă ертсе пыратчĕ. Тĕп бухгалтер строительствăпа монтаж управленине ĕçлеме куçрĕ те отчет тума мана лекрĕ. Отчетпа Мускава кайнă эпир, – ĕçленĕ вăхăтсене, унти кашни харсăра ытарлăн аса илмесĕр иртмерĕ юбиляр.
Пĕрлешĕве пĕтерсе уйрăм заводсем йĕркеленĕ хыççăн Нина Васильевнăн Илья Теплов директорпа та ĕçлеме тÿр килнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем ял çыннишĕн çăмăл пулман. Ачисем пĕринчен тепри ÿссе çитĕннĕ, вĕсене аслă çул çине кăлармалла. Пенсире пулсассăн та каялла завода таврăнса тата виçĕ çул тăрăшнă шут ĕçченĕ.
Тăрăм хĕрне Элекçей Тимеш каччи асăрханă. Салтакран килнĕ çаврăнăçуллă йĕкĕт шоферта тăрăшнă. Владимир Филиппов хĕрпе ĕç вырăнĕнче тĕл пулнă, каярахпа амăшĕ патне çураçма пынă .
– Качча памастăп. Пÿрт тăрри те хамрăн мар-ха /укçа кивçен илнĕ/, килшĕн тăрăшмалла, – тенĕ çирĕп кăмăллă хĕрарăм малтанах.
Каярахпа ырă та таса шухăшпа çÿрекен йĕкĕт пурпĕрех чун-чĕререн килĕшекен хĕре качча илсе кĕнĕ. 52 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă Нина Васильевнăпа Владимир Семенович. Шел, ултă çул каялла çĕре кĕнĕ мăшăрĕ.
– Пĕр усал сăмах та илтсе курман унран. Ашшĕ-амăшĕнчен тăлăха ир юлнăран пурнăç тути-масине лайăх астивнĕ вĕсем. Унăн Зина йăмăкĕпе пĕр килте пурăнтăмăр. Ачасене ĕçпе воспитани парас енĕпе манран та ытларах вăл тăрăшнă. Эпĕ киле ĕç укçи илсе килнĕ, Зина яланах ачасен çумĕнче пулнă, – пĕлтерет Нина аппа.
– Пирĕн атте салтакра повар пулнă. Анне ĕçрен часах килеймен чухне вăл саппун çакса яратчĕ те: «Халĕ чĕлхĕрсене çăтса ямалла тутлă апат хатĕрлетĕп», – тетчĕ. Эх, мĕнле кĕтеттĕмĕр-ха эпир атте пĕçернĕ апата, – асаилÿ ытамне путрĕ Марина хĕрĕ те.
Филипповсен çемйи шавлă ача-пăча сассипе кĕрлесе тăнă. Çичĕ пĕртăван туслă ÿссе çитĕннĕ. Асли, Валери, тăван ялтах хунав янă. Тепĕр урамра пурăнать, йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать. Марина Елчĕкре. Хăйсен çемье бизнесне уçнă. Петр Елчĕкри сĕт-çу заводĕнче тăрăшать. Оля хăйĕн ăшă йăвине Шупашкарта çавăрнă. Василий те ялтах тымар янă пулнă, тăван килĕнчен инçе пурăнман. Чир-чĕре çĕнтереймен арçыннăн 40 кунĕ иртейнĕ кăна-ха. Юрий тĕп кил вучахне сÿнме памасть. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕсене, шăллĕне хапăл туса алăк уçса кĕтсе илекенĕ. Кĕçĕнни, Александр, Елчĕкри çăкăр завочĕн генеральнăй директорĕ.
Филипповсен ывăлĕсем мĕн пĕчĕкрен ашшĕ çумĕнче ÿснĕ, техникăпа кăсăкланнă. Паян вĕсен кашнийĕшĕн кăсăклă тĕрлĕ техника пур. Çĕрулми лартмалла-и е кăлармалла – тăвансем мĕнпур ал ĕçне пăрахăçланă. Кирек мĕнле техника та вĕсен аллинче чăхăмламасть. Ачаран çĕр çинче вăй хунăран унăн хакне, сумне лайăх пĕлеççĕ. Кашни ачине тĕп килтен уйăрса кăларса çурт лартма пулăшнă Филипповсем. Ачисем, 14 мăнукĕ, 7 кĕçĕн мăнукĕ тĕп киле пуçтарăнсан пÿрчĕ кĕрлесе тăрать вĕсен.
– Тăлăх ÿсрĕм пулсассăн та хунавсем начар мар, çирĕп пулчĕç. Тавах ăраскалăма, аттен, аннен тăванĕсен харсăрлăхĕ, çемье ăшши çĕре ÿкме памарĕ. Çÿçĕм шуралнине те сиссе юлаймарăм, – тет ыран 80 çулхи юбилей кĕрекине хатĕрлекен хĕрарăм. Ĕçри тÿрĕ кăмăллăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă Нина Васильевнăн сăн ÿкерчĕкĕ районăн Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă, мухтав грамотисемпе Тав хучĕсен шучĕ çук. Чи хисепли, мăнаçлăх кÿрекенни вара ăна ял-йыш, ачисем хисеплесе пуç тайни. Лара-тăра пĕлмен ватă Элекçей Тимешри çамрăк амăшĕсемшĕн, мĕнпур хĕрарăмшăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Ман алла 41 çул каялла Нина Филипповăна крахмал завочĕн коллективĕ панă салам открытки лекрĕ. Ырă та ăшă çырăва çапла вĕçленĕ:
Кунпа кун улшăнать çĕр çинче,
Вăхăта вăхăт çеç хăвалать.
Мĕншĕн-ши Сирĕн питĕр çинче
Илĕртсе çемçе кулă вылять?..
Паян та çаплах. Çепĕç чĕлхеллĕ те сăпайлă Нина Васильевнăн чун-чĕрийĕ ыратупа нăйкăшать пулсан та унăн илемлĕ янкăр кăвак куçĕсем илĕртÿллĕн те савăккăн, ăшшăн ялтăраççĕ. Ку вăл çичĕ ача амăшĕ пурнăçа, çынсене юратнăранах.
Юратнă та хаклă амăшне, çепĕç асламăшĕпе кукамăшне, инкĕшне, тăхлачăшне ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, хăтăш-тăхлачăшсем сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх сунаççĕ.
В.СМИРНОВА.