Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Асăрхансан кăна

Асăрхансан кăна

Республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Вăл тимлĕхе çухатса асăрханулăх мерисене манмалла маррине палăртнă. «Дезинфекци тумаллине, маска тăхăнмаллине, гигиенăна пăхăнмаллине асра тытасчĕ. Йĕркене çирĕп пăхăнсан кăна йывăрлăха çĕнтерме пулать», – тенĕ Олег Алексеевич лару пуçламăшĕнчех. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, чирлекенсен йышĕ кăшт ÿснĕ. «Хальхи вăхăтра 1307 çын чирлет, вĕсенчен 1147-шĕ стационарта сипленет. 28 пациент ИВЛ-аппаратпа сывлать. 67 çын реабилитаци тухать. 320 пин çынна грипран прививка тунă. Çак кунсенче вакцинăн черетлĕ партийĕ килмелле», – палăртнă вăл.

Кĕрхи йĕпе-сапа пуçлансанах ОРВИпе, гриппа чирлекенсен йышĕ ÿсĕ. Коронавируспа чирлекенсен йышĕ те чакса пырать тееймĕн-ха. Эпидеми пуçланнăранпа районта октябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне çак амакпа 145 çын чирленĕ, вĕсенчен 120-шĕ сывалнă, 41 çын чирлисемпе çыхăнура пулнине палăртнă. Çавăнпа та лăпланмалли сăлтав çук. Пирĕн пурин те чару мерисене малалла та пăхăнмалла. Çак тапхăрта пурин те маскăсем, перчеткесем тăхăнса çÿремеллине асра тытмалла. Май пур таран самоизоляци йĕркине пăхăнмалла. Кил тулашĕнче çынсем хушшинче дистанци 1,5 метр пулмалла. Çак хăрушсăрлăх йĕркисене çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче, обществăлла транспортра уйрăмах пăхăнмалла.

Аса илтеретпĕр, коронавирус Covid-19 – сывлăш урлă ерекен, кĕске вăхăтра вар-хырăмпа пыршăлăха, сывлăш çулĕсене сиенлесе пневмони патне илсе çитерекен хăрушă вируслă инфекци чирĕ. Вăл никама та тиркемест. Унпа пур ÿсĕмри çынсем аптăрама пултараççĕ. Уйрăмах иммунитет вăйсăрланнă, сахăр диабечĕпе, астмăпа чирлекен çынсем. Коронавирус чирĕ мышцăсемпе шăмă сыпписем ыратнипе, час-часах сунаслаттарнипе, шăнтнипе, пыра кăтăклантарнипе тата ыраттарнипе, сывлама йывăрланнипе, типĕ ÿслĕк нушалантарнипе палăрать. Коронавирусăн инкубаци тапхăрĕ 10 кунтан пуçласа 14-16 кун таран пырать. Çак тапхăрта чир симптомĕсем палăрмаççĕ пулсан та вăл ытти çынсене ерет. Коронавирус пирвайхи тапхăрта çивĕч респираторлă вирус евĕр палăрать, анчах ÿт температури кунран-кун ÿсет, чирлекен хăйне япăхрах та япăхрах туять. Чирлесен хăвăр тĕллĕн ан сипленĕр, чир хăйне хăй иртессе ан кĕтĕр. Урама тухса ан çÿрĕр, тухтăра киле чĕнĕр. Вăхăтра сипленсен чире 5-6 кунтанах парăнтарма пулать. Пур чиртен те маларах сыхланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та тепĕр хут асăрхаттарасшăн, алăсене час-часах çума ÿркенмелле мар, çума май килмесен дезинфекци тумалли ятарлă япаласемпе усă курмалла. Лавккасенче, обществăлла вырăнсенче маска тăхăнмалла. Сăмсана е çăвара алăпа перĕнме ан тăрăшăр. Ÿсĕрнĕ е сунасланă вăхăтра ятарлă салфеткăсемпе усă курăр. Хăвăрăн ĕç вырăнне, тăтăшах усă куракан япаласене дезинфекци тумалли шĕвексемпе тасатсах тăрăр. Обществăлла вырăнсенче çынсемпе çывăх тăрса хутшăнма ан тăрăшăр. Пÿлĕме кунне темиçе хут уçăлтарни те вырăнлă. Ачасемпе тăтăшах гигиенăпа тасалăх пирки калаçусем ирттерĕр, вĕсене пăхăнмалли çинчен аса илтерме ан манăр. Эпир пурте асăрхансан кăна чир малалла сарăлмĕ.

Л.КАПЛАМОВА,
районти тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code