Раççей Правительстви коронавирус тата пневмони чирĕсенчен амбулатори мелĕпе сипленекенсене кирлĕ эмелсене тÿлевсĕр уйăрса пама йышăнни кĕске вăхăтра вăя кĕнĕ. Чăваш Республикине тивĕçнĕ 45,8 миллион тенкĕ 5818 çынна сиплеме çитмелле.
«Фармация» патшалăх учрежденийĕ урлă тĕллевлĕ майпа килекен çак эмелсемпе районти тĕп больницăра та иртнĕ эрне вĕçĕнчен тытăнсах тивĕçтерни çинчен пĕлтерчĕ Надежда Уркова тĕп тухтăр.
Сипленме кирлĕ препаратсене мĕнле йĕркепе уйăрса панипе тĕплĕнрех кăсăклантăмăр. Вĕсене мĕн пур çĕрти пекех, икĕ мелпе çитереççĕ. Пĕрремĕшĕнчен, поликлиникăна, вырăнсенчи ФАПсене пырса тухтăр терапевт, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ патĕнче йышăнура пулнă хыççăн, сывалма чăннипе кирлине шута илсе, пациента эмелсемпе тивĕçтереççĕ. Ăна коронавирус инфекцийĕ пуррине çирĕплетиччен те, диагноз чăна тухнă хыççăн та параççĕ. Иккĕмĕш мел – чирленĕ çын больницăна каймасса, тухтăра киле те чĕнме пултарать. Кирлĕлĕхе кура, вĕсене те эмелсене тÿлевсĕр параççĕ.
ЧР сывлăх сыхлав министерствинче сиплев схемин тăххăрмĕш версине кĕртнĕ «Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕн профилактики, диагностики тата сиплевĕ» вăхăтлăх методика сĕнĕвне кĕртнĕ эмел препарачĕсене медицина кăтартăвĕсемпе анчах усă курма юрани, унсăрăн хамăр сывлăха хамăрах пысăк сиен кÿме пултарасси пирки тухтăрсем çине-çинех «чан çапаççĕ». Апла пулин те хăрушă чирпе тĕл пулма хатĕрленсе антибиотиксен ушкăнĕнчи тата вируса хирĕçле препаратсене аптекăсенче çав-çавах черет тăрса туянатпăр. Вĕсене, çитменнине, пĕр шухăшламасăр ăша яратпăр. Вирус инфекцийĕ пирки калас пулсан, ку чухне антибиотиксен усси пулманнине, хамăр тĕллĕн сывалма шутлани, пушшех, чире шала кайма анчах пулăшнине çирĕплетеççĕ тухтăрсем. Елчĕкре пĕр çын хăйĕн пĕлĕшне каласа кăтартни ăнсăртран хăлхана кĕчĕ:
– Грипп, ОРВИ, коронавирус чирĕ пулчĕ-и – çемйипех чирлерĕмĕр. Больницăна каймарăмăр, хăвăртрах сывалас тесе 35 пин тенкĕлĕх эмел туянтăмăр. Анчах уссине туймарăмăр, – терĕ вăл. Çакăн пек тĕслĕхсем тата нумай. Шухăша ярать мар-и?
Паянхи вăхăтшăн ытла та çивĕч пулса тăнă çак лару-тăрура килте, ĕç коллективĕсенче, ытти вырăнсенче те коронавирус пирки нумай калаçаççĕ. Хĕрарăм каласа кăтартни те пуçран тухмарĕ. Çынсем çак хăрушă чиртен сехĕрленеççĕ, нушапа куçа-куçăн тĕл пулнисем тепĕр хут чирлесрен хăраса пĕли-пĕлми тĕрлĕ эмелсемпе саппасланаççĕ.
Коронавирус чирĕн малтанхи кунĕсенчи паллисем çивĕч респираторлă инфекципе чирленĕ вăхăтринчен уйрăлса тăманран, опытлă тухтăр та çийĕнчех тĕрĕс диагноз лартаймасса пултарать. Сивĕре шăнса чирлесен те ÿт температури кăштах ÿсет, вăй-хал чакать, ывăнтарать, сăмса тулса тăрать, пуç ыратать. Чир паллисене асăрхасан çийĕнчех çынсемпе хутшăнма пăрахмалла, унсăрăн ыттисене те чир ертме пултаратпăр-çке. Тимлĕ пулар кашнийĕ.
Килте чиртен сипленекенсене хаклă эмелсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерни çемье бюджетне перектлеме май парать пулин те, чиртен сыхланса юлни – чи пысăк телей. Сывлăх чи хаклă тупра пулнине манас марччĕ.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.