Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкул кун-çулĕпе пурăнать

Шкул кун-çулĕпе пурăнать

Турă пÿрнĕ чăн-чăн педагог. Çапла шанчăклăн калама пулать шкулта 32 çул вăй хуракан учитель пирки.

Шăмалакри тĕп шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен Надежда Васильева ытларах шкул, ачасен пурнăçĕпе пурăнать тесен те йăнăш мар. Кĕçĕннисем те хăйсене чунтан юратнине, тăван амăшĕ евĕр ырă суннине яланах туйса тăраççĕ, вĕрентекенне кура ăс-тăн тата пултарулăх енĕпе малтисен ретĕнче пыма ăнтăлаççĕ.

Çак çулсен хушшинче вун-вун ачана ăс панă Надежда Николаевна. Кĕçĕн класс ачисене вĕрентнипе пĕрлех 5,6,7-мĕш классенче чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене те ертсе пырать. Сăмах май, Яманчÿрел шкулĕ хупăниччен унта директорта тăрăшнă анлă тавра курăмлă учитель.

– Çакăн евĕр пултаруллă вĕрентекенсем ырăран та ырă сăмаха тивĕç. Н.Васильева ĕçне тĕплĕ пĕлет, обществăлла ĕçре те пысăк хастарлăхпа палăрать, – пĕлтерет ун пирки Ираида Васильева директор.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Надежда Васильева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code