Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Маттур, Татьяна!

Маттур, Татьяна!

Н.А.Петров Раççей Герой ячĕллĕ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекен, округри хĕрарăмсен канашĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи Татьяна Сусметова регионсем хушшинче иртекен «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» конкурсăн зонăри тапхăрĕн финалистки пулса тăнă.

Татьяна — пултаруллă педагог пулнипе пĕр вăхăтрах Кивĕ Эйпеçри ялти клуб çумĕнчи «Хĕлхем» ансамблĕн ертỹçи те. Учитель профессине чун-чĕрипе парăннă хĕрарăм пултарулăх ушкăнĕн ĕçне тивĕçлипе йĕркелесе пырассишĕн те канăçне пĕлмесĕр вăй хурать. Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ конкурса хутшăнма хăюлăх çитерни те, паллах, унăн ĕçне, пултарулăхне тивĕçлипе хаклани пулса тăрать.

Яваплă самантра çывăх çыннисем те унпа юнашар пулнă: хĕрĕ — Анастасия, ывăлĕ — Артемий, мăшăрĕ — Нил Петрович, çавăн пекех «Хĕлхем» ушкăн членĕсем те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code